Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли Трак Енти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта 2012 ҫулшӑн Нестер Янкас премине парас ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ. Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2012 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 2 ҫын тивӗҫрӗ. 1. Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫи — Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Петрович Ишентей — 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Планетӑпа чӗре» ятлӑ сӑвӑсен кӗнекишӗн. Вӑл 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) ҫуралнӑ. Унтах пурӑнать. Красноармейски вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентес ӗҫре, журналистикӑра вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар хулинчи 37-мӗш шкулти вӗрентекенсем ачасене чӑвашла калаҫма, вулама вӗрентессисӗр пуҫне, уроксенче чӑваш халахӗн йӑли-йеркипе тӗплӗн паллаштараҫҫӗ. Ку йӑла-йӗркесене вӗсем сӑмахпа каласа кӑна мар, сцена ҫинче выляса параҫҫӗ. Нумай пулмасть шкулти вӗрентекенсен фольклор ушкӑнӗ ӗлӗк салтака асатнӑ чух ирттернӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ. Ку кӑтартура шкул ачисем те хутшанчӗҫ. Куракансем таваллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илни пурне те хавхалантарчӗ. Купас сасси, ташӑ-юрӑ, салтака каякансен хурлӑхлӑ юрри пурне те тыткӑнларӗ. Спектакль хыҫҫӑн куракансен куҫӗсенчен куҫҫӳль юхни вара, ҫак ӗҫ чӑн та тухӑҫлӑ, кирлӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. |
Ҫак кунсенче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Толик Хураски ял вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ поэма» ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен кӗнеке ҫӳпҫинче упранакан «Нарспи» поэмӑллӑ пур кӗнекене те кӑларса хунӑ. Вулакансем паллашмалӑх унта вырӑсла кӑларӑмсем те пур. Чӑн та, ҫак поэма тухнаранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те вӑл халӗ те чылай сӑвӑҫа, нумай ҫыравҫӑна, ҫав шутра композитора та хавхалантарма пултарать — ҫӗнӗ сӑвӑ-калав ҫырма, юрӑ хайлама. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тепӗр уйӑхран, акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа, Шупашкартан Самара, Сарӑтӑва тата Ӗпхӗве вӗҫме май пулӗ. Ҫул хакне вара ҫуррине ҫеҫ тӳлеме тивӗ, ыттине федераци тата республика хыснинчен саплаштарӗҫ. Сӑмахран, Самара ҫити билет хакӗ 5 860 тенкӗ тӑрать пулсан вӗҫекен 2930 тенкӗ ҫеҫ тӳлет. 1465 тенкӗшер республика тата федереци укҫи-тенкинчен кайӗ. Самара эрнере пурӗ 10 хут вӗҫӗҫ, Сарӑтӑва — 7, Ӗпхӗве — 4. Ҫул хакӗ: Самара — 5860 (вӗсенчен 2 930 тенкӗне вӗҫекен ҫын тӳлет), Сарӑтӑва — 11 828 (5 914) тенкӗ, Ӗпхӳне — 8 789 (4 395) тенкӗ. Хальлӗхе мӗнле авиакомпани вӗҫесси паллӑ мар — ӑна пушӑн 10-мӗшӗнче пулӑртӗҫ. Пушӑн 15-мӗшӗччен вара алӑ пусса ҫирӗплетесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗ пирки эпир нумай пулмасть кӑна пӗлтертӗмӗр — паян вара пӗрремеш хайлавсем килсе ҫитрӗҫ. Енчен те иртнӗ ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн ачисем маттурлӑха кӑтартса чи малтанхи калава ярса паратчӗҫ пулсан, хальхинче Вӑрнар районӗнчи Туҫи-Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем палӑрчӗҫ. Иккӗн вӗсем — Ольга Мироновӑпа Карина Малова. Ольгӑн калавӗ «Йӑмрапа этем» ятлӑ. Вулакан унта килте ӳсекен ӳсентӑрана енле ерчетме пуҫланине пӗлме пултарӗ. Каринӑн юмахӗ вара «Тунката» ятлӑ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗнче мӑнкӑмӑллӑха сивлет, пурне те хисеплеме вӗрентет. Асилтеретпӗр, «Чӑваш йӑмри» литӑмӑртӑва Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл ҫиччӗмӗш хут иртет. Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Митта Ваҫлейӗ Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем. Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ. |
Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшри ял вулавӑшӗнче Герасим Харлампьев-Пилеш ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ. Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ. Герасим Харлампьев 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Элӗк районӗн илемӗ Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политики тата спорт пайӗ тӗнче тетелӗ урлӑ районти «Элӗк районӗн ҫутҫанталӑк тӗлӗнтермӗшӗ» сӑнӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне пуҫланӑ. Ӑна Тавралӑха сыхламалли ҫулталӑка халалланӑ. Ӑмӑртӑва пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — аслисенчен пуҫласа вӗтӗр-шакӑр ачасем таран. Элӗк районӗнче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене раштавӑн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, вӗсене администрацин вӗренӳ пайӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, чи лайӑх ӗҫсене малтан сайтҫӑсен сасӑлавӗпе палӑртӗҫ, вӗсен хушшинче вара ҫӗнтерӳҫе ятарлӑ жюри суйлӗ. Конкурӑн тулли йӗрке-шывӗпе кунта (вырӑсла) паллашма пулать. Ӗҫсене ҫак адреспа ярса памалла: alik_ruo@mail.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗлпулура Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев «Хӗвел» компанин (хӗвел энергетики енӗпе ӗҫлекен «Ренова» компанисен ушкӑнӗн тата «РОСНАНО» АУОн пӗрлехи предприятийӗн) тӗп директорӗпе Игорь Ахмеровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Тӗлпулура Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳхе сийлӗ хӗвел модулӗсем кӑларакан предприятие хута ярас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Игорь Ахмеров пӗлтернӗ тӑрӑх — технологи линине вырнаҫтарса пӗтернӗ, хальхи вӑхӑтра ӗнерлев ӗҫӗ пырать. Вӑл предприятие пуҫласа ӗҫлеттерсе пӑхмалли куна палӑртнӑ — кӑҫалхи утӑн 1-мӗшӗ. Тепӗр 2-3 уйӑх ҫакӑн хыҫҫӑн тивӗҫлӗ техника докуменчӗсем илме кирлӗ пулӗ. Предприяти чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Тӗлпулура уйрӑммӑн продукцие сутасси тата заводра ӗҫ вырӑнӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Компани кӑҫал тӗрлӗ 125 ӑҫтаҫӑна ӗҫе илесшӗн. Приборсем тӑвасси, оптотехника, электротехника, автоматика — ҫак тата ытти отрасль специалисчӗсем кирлӗ. Компани ҫавӑн пекех хӗвел генерацийӗн объекчӗсене проектлама, монтаж тума тата пӑхса тӑма вӗрентес енӗпе ӑстасем хатӗрлесшӗн. 2020 ҫул тӗлне 610 Мвт хӑватлӑ хӗвел электростанцисене хӑпартас проекта пурнӑҫлани тӗрлӗ тӑрӑхра ҫӗнӗрен 3800 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панине те шута илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗрлӗ Чутай шкулӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенсем шкулсенчи вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссем ирттереҫҫӗ, уявсем йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, сӑмахран, Горбунова Галина Георгиевна ертсе пынипе 7-10-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Хӑвӑн тӑван ҫӗршывна пӗлетӗн-и?» ятлӑ викторина иртрӗ. Унта районти 43 вӗренекен хутшӑннӑ, ыйтусем ҫине акӑлчанла ответленӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Раҫҫей географине, историне, политика системи тата символӗсене, Мускав историне лайӑх пӗлнине кӑтартса панӑ. Мускав тӑрӑх ятарлӑ экскурси пирки те акӑлчанлах ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак кунсенче акӑлчан тата хрантсус чӗлхине юратакансем каллех Хӗрлӗ Чутай шкулне хутшӑнчӗҫ, «Страноведческий калейдоскоп» (чӑв. Ҫӗршывпӗлӗвӗн калейдоскопӗ) конкурсра 30 вӗренекен Лондонри тата Францири паллӑ вырӑнсем пирки каласа пачӗҫ, пӗр-пӗрин хӑтлавӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Конкурс ҫӳллӗ шайра иртрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |