Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере Кунталӑксен хакӗсем
Кунталӑксен хакӗсем

Тӗнче тетелӗнче кӑҫал ҫӗнӗ юхӑм ҫуралнӑ тет. Тенчипех 1986 ҫулхи кунталӑксене (календарьсене) шыраҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ — вӑл ҫулхи кунсем кӑҫалхисемпе пӗр килеҫҫӗ иккен. Кунта сӑмахӗ чикӗ леш енчи ҫӗршывсем пирки пырать пулинех, пирӗн ҫершывра вара 28 ҫул хушшинче самана самай улшӑнчӗ — уявӗсем хӑйсен кунӗсене ылмаштарса пӗтерчӗҫ те вӗсем хальхи вӑхӑтра ытлашшиех юрӑхлах мар пуль.

Британири Би-би-си пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйсен чӑланӗсемпе сунтӑхӗсенче упранакан 1986 ҫулхи кунталӑксене хӗрсе кайсах шыраҫҫӗ. E-bay лавккара унашкаллисен хакӗ 100$ та ҫитет иккен.

1986 ҫулхипе кӑҫалхи ҫулталӑксен уйрӑмлӑхӗ — вӗсем иккӗшӗ те юнкун пуҫланса юнкунах вӗҫленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://itar-tass.com/obschestvo/869376
 

Республикӑра

Ҫӗнӗ 2014 ҫула Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗхпе кӗрет — пирӗн сайтра малашне республикӑра е ун тулашӗнче пулмалли мероприятисемпе паллашма май пулӗ. Вӑл пайӑн кӗске вариантне эсир сылтӑм юпара тупма пултаратӑр, туллине вара ятарлӑ страницӑра вырнаҫтартӑмӑр (каҫӑ пур — кӗрсе пӑхӑр).

Хальлӗхе (ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра) эпир Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар тата Канаш районӗсенчи мероприятисене кӗртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти концерт пирки, тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи репертуара вырнаҫтартӑмӑр (хальлӗхе — пуҫламӑшне ҫеҫ-ха, туллин каярах кӗртӗпӗр). Тӳрех каласа хӑварас килет: район сайчӗсенче ку тӗлӗшпе информацие тӗрлӗ шайра кӗртнӗ. Енчен те Элӗк, Канаш тата Улатӑр районӗсенчисенче нумай пулсан, ыттисенче — сахалрах. Уйрӑмах Вӑрнар районӗн сайчӗ чухӑн пулчӗ — курӑмлӑ пайра нимӗн те ҫуккипе пӗрех (ҫав шутрах унта информаци пурри туйӑнать, анчах вӗсем темшӗн кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ палӑраҫҫӗ).

Малалла...

 

Пӗлтерӳ

Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!

Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать!

2013 ҫул пӗрисемшӗн, тен, йывӑр пулчӗ пулин те чылай ҫынна ырлӑхпа телей ытларах парнелерӗ тесе шутлатпӑр. Ҫитес ҫулта та — йывӑҫ лаша ҫулталӑкӗнче — хуйхи-суйхине чатса ирттерсе лайӑххипе ытларах киленмелле пултӑр! Эпир те хамӑр енчен сире ҫӗнӗлӗхсемпе савӑнтарма шантаратпӑр!

Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!

Ҫапла пултӑр!

 

Персона

Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Европӑри ӑслӑлӑхпа промышленноҫ палати ҫирӗплетнӗ Пахалӑх дипломне тата ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫӳллӗ шайри наградӑна ӑна «педагогикӑри тата ӑслӑлӑхри пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсемшӗн» панӑ. Маларах ун пеккине Л.М. Рошаль тата Л.А. Бокерия, Е.И. Чазов профессорсем тата ҫӗршыври ытти хӑш-пӗр паллӑ ҫын тивӗҫнӗ иккен.

Ҫӳлерех асӑннӑ палатӑн Раҫҫейри тата СНГри элчелӗхне 1992 ҫултах йӗркеленӗ. Вӑл ӑслӑлӑхри, культурӑри, производствӑри, вӗрентӳри ҫитӗнӳсене палӑртса патшалӑх тата уйрӑм ҫынсем енчен пулӑшассипе ҫине тӑрать иккен.

 

Вӗренӳ

Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче студентсене пуйӑспа ҫур хакпа ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва ырланӑ.

Ҫӑмӑллӑх хулаҫум ҫыхӑнупа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 15-мӗшӗччен тата авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен пуйӑс хакӗн ҫуррине кӑна тӳлеттерме йышӑннӑ. Йышӑну шкулта, вӑтам, аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансене пырса тивет. Чукун ҫул предприятине тӑкака республика хысни шучӗпе саплаштарӗҫ.

 

Раҫҫейре

Халӑх обществин аталанӑвӗн фончӗ ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче ҫынсем хӑйсене телейлӗрех туйнин танлаштарӑшне (рейтингне) ҫурла уйӑхӗнче хатӗрленӗччӗ. Ӑна палӑртнӑ чух пурнӑҫ пахалӑхӗнчен ытла ҫынсен кӑмӑл-туйӑмне шута илнӗ тесе хыпарланӑччӗ ун чух. Ҫак хаклава телей танлаштарӑшӗ тесе те ун чух калама тытӑннӑччӗ.

Списока кварталсерен ҫӗнетсе пыма шантарнӑ евӗрех халӗ фонд ҫӗннине хатӗрленӗ. Регионсене ҫурла уйӑхӗнчи евӗрех хальхинче те тӑватӑ ушкӑнпа пайланӑ. Ҫулла Чӑваш Ен 64 балл пухса «пысӑк танлаштарӑша» кӗнӗччӗ. Чи пысӑккине ҫитме ун чух 2 балл ҫитейменччӗ. Хальхи рейтинг вӑхӑтӗнче телейлисен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те 66 балл пухайнӑ. Ҫынсене мӗн хаваслантарни пирки калама хӗн те, тен, вӑрӑм канмалли кунсем ҫывхарни савӑнтарнӑ-ши?

 

Хулара

Кунта сӑмах Шупашкарти шкулсем пирки пырать. «Хӑрушсӑр шкул» программӑна пурнӑҫласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗнпур шкула видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен. Чӗлхесӗр «хуралҫӑсем» вӗренӳ учрежденине кӑна мар, ун тавралли территорие те пӑхса тӑраҫҫӗ. Камерӑсем халь пулса иртекен самантсене ӳкернисӗр пуҫне маларах сӑнарланине те упраҫҫӗ иккен.

Ҫитес ҫул вара Шупашкарти шкулсем тавралли картасене ылмаштарма тытӑнасшӑн. Территорие пырса кӗнӗ ҫӗре шлагбаумсемпе турникетсем вырнаҫтарасшӑн иккен. Ҫавсем ачасене шкулта сыхлама-асӑрхама питех те кирлӗ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=97311
 

Ял хуҫалӑхӗ

Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх ертӳҫисем иртсе каякан ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн аталанӑвне тишкернӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Тимофеев фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни, сӗт сутса тупӑш илни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Юлашкинчен асӑннине сутса ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14 миллион тенкӗ ытларах тупӑш курнӑ. Пӗтӗмӗшле сӗт туса илесси хуҫалӑхсенче 10,1 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх, «Путь Ильича» агрофирма, «Герой» кооператив уйрӑмах тӑрӑшуллӑ ӗҫленине палӑртнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх чирне сарас марри пирки те канашлура сӳтсе явнӑ. Африка чуми сарӑласран ҫурасене ветеринари хучӗсемсӗр туянма юрамасть. Ветеринарсем сыснасене ирӗке кӑларма та чараҫҫӗ. Рациона апат юлашкине ярса панине те ветеринарсем ырламаҫҫӗ. Саппас ҫӑкӑр ыйтмасть те, инкек-синкек сиксе тухас пулсан ал айӗнче дезинфекцилекен хатӗрсем пулмаллине аса илтернӗ.

 

Ҫурт-йӗр

«Ҫуртне-йӗрне хӑпартни пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Камсем тӑваҫҫӗ-туянаҫҫӗ-ши ӑна?» — тет те пӗр пӗлӗшӗм, вӑй-хал ҫитерекенсем пурах ҫав ӗнтӗ. Пӳрт купалакансем те, хваттер туянакансем те ҫук мар.

Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен кӑҫалхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑра 660,1 пин тӑваткал метр чухлӗ хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни ҫине таянса республикӑн Экономика министерстви хыпарланинче сӑмах уйрӑм ҫурт-йӗр е нумай хутли пирки пынине ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен уйӑрса кӑтартман.

Пӗлтӗрхи вунпӗр уйӑхрипе танлаштарсан, Канаш хулинче — 3 хут; Ҫӗнӗ Шупашкарта 2,2 хут; Шупашкарта икӗ хута яхӑн (91,9 процент) ытларах хута янӑ-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗм — 31,9 процент; Пӑрачкавра — 23,8 процент, Патӑрьелӗнче — 23,4%; Комсомольскинче — 22%; Ҫӗмӗрле хулинче — 11,9%. Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Ҫӗпрӳ. Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсем те танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ирттернӗ.

 

Раҫҫейре

Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗ Ҫӗнӗ ҫултан пирӗн ҫӗршывра 349 тенкӗ, е 6,7 процент, ӳсӗ. Ҫапла вара тупӑш пайӗ уйӑхсерен 5 554 тенке ларсан ним мар майлашса-шайлашса пурӑнма пулать тесе ӑнланмалла-тӑр ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак укҫа виҫи 5 205 тенкӗпе танлашать.

Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тени, тӳррипе, ҫавӑн чухлӗ тупрапа шик шӑхӑрса пурӑнма ҫитессине кӑна пӗлтермест-ха ӗнтӗ. Ӑна, тӗпрен илсен, тӗрлӗ пулӑшӑва шутласа панӑ чух тӗпе хураҫҫӗ. Е тата ӗҫ укҫине ҫавӑнтан сахал тӳлеме ирӗк ҫук.

 

Страницӑсем: 1 ... 3559, 3560, 3561, 3562, 3563, 3564, 3565, 3566, 3567, 3568, [3569], 3570, 3571, 3572, 3573, 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, 3579, ... 4003
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 08

1873
152
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
66
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...