![]() Ҫуллахи кунсене пурте чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр пулин те вӗсем ыррипе кӑна мар асра юлаҫҫӗ. Ҫу вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе республикӑра шыва путса вилнӗ тӗслӗхсем тӑтӑшах тӗл пулма тытӑннӑ. Ытларикун, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи пӗвере 52 ҫулхи путса вилнӗ. Чӑваш Енчи Раҫҫейӗн ИӖМ ПУ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ инкек ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Хальлӗхе путса вилнӗ арҫын ӳсӗр е урӑ пулнине пат татса калаймаҫҫӗ-ха. Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнчи пӑтӑрмахра вара — вӑл ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ — 35-ри арҫын ӳсӗрле вутӑшсен аллине лекнӗ. Кӑҫал республикӑра шыв таврашӗнче пуре 11 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 13 ҫынна ҫӑлма пултарнӑ. Ҫапла май пурне те асархаттарас килет — шыва кӗрсен инкек-синкек тухасран тимлӗхе ан ҫухатӑр. Аса илтеретпӗр, официаллӑ майпа республикӑра 15 пляж ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Инкекрен хӑтарнӑ Альберт Ефимов Вырсарникун, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, 15:00 сехет тӗлнелле Шупашкарта пурӑнакан Альберт Ефимов шывра путакан хӗре ҫӑлнӑ пулнӑ. Инкек хула пляжӗнче сиксе тухнӑ. Альберт хӑй вӑл вӑхӑтра шывра пулнӑ, сасартӑк такам пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Йӗри-тавра пӑхсассӑн вара шывра путакан хӗре асӑрханӑ. — Хӗр ҫыран хӗрринчен 50 метр инҫӗшре путма пуҫланӑ. Ӑна ҫӑлас тесе манӑн шыва виҫӗ хутченех чӑмма тиврӗ. Хӗре аллинчен тытма пултарнӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна ҫыран хӗрнелле туртма тытӑнтӑм. Ҫав вӑхӑтра хам та чутах путмарӑм — ҫынна шывран кӑларма вӑй нумай кирлӗ иккен. Инкекрен хураллакан ҫӑлавҫӑсем вара ку ӗҫ-пуҫа асӑрхаса та ӗлкермен пулнӑ — ҫын нумайран пурне те кураймӑн вӗт, — каласа парать Альберт Ефимов. Ҫырана тухсан сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн хӗре лӑпланма самай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫавах та ҫӑлакана тав тума хал вӑл ҫитернех. Тӗрӗссипе хӗр ишме те пӗлмен иккен, тарӑн мар вырӑнта утса ҫӳренӗ хушӑра ӑна хум Атӑлалла юхтарса кайнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн республика витӗр пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫех. Анчах халь мар. Тепӗр пилӗк ҫултан. Пирӗн республика территорийӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳретме ӗмӗтленни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ вара шухӑшлани пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур тесе калама юрать. Паян Раҫҫей Патшалӑх Думин парламент ларӑвӗнче «Мускав–Улатимӗр–Чулхула–Шупашкар–Хусан» чукун ҫул трассине тумалли проекта ырланӑ. Ҫӗнӗ лини федерацин Вӑтам, Атӑлҫи округӗсене, каярах вара Урал тӑрӑхне те ҫыхӑнтармалла. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулне хута ярсан пӗр хуларан тепӗрне 1–1,5 сехетре ҫитме май килӗ. Кӑнтӑрла пуйӑсем 200–400 ҫухрӑм таран хӑвалӗҫ, каҫхине — 140-200 ҫухрӑм. Проекта пурнӑҫлама мӗнпур тӑкакӑн 70 процентне федераци хыснинчен уйӑрмалла, ыттине уйрӑм партнерсем тӳпе хывасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, темиҫе банкрах виҫҫӗ суя хут укҫа палӑртнӑ. Пӗри 5 000 тенкӗлӗскер (БА 5876960 сериллӗ), унпа алӑк сутакан предприяти менеджерӗ усӑ курасшӑн пулнӑ. Теприсем — 1 000 тенкӗлли (АЛ 3851404 сериллӗ) тата 5 000 тенкӗлли (ЕК 2744361 сериллӗ). Ку суя укҫасене банка Шупашкарти пӗр коммерци компанийӗн ӗҫченӗсем тыттарнӑ иккен. Хальхи вӑхӑтра тӗрӗслев ӗҫе пырать. Тӗпчев вӗҫленнӗ май пуҫиле ӗҫ те, тен, пуҫарӗҫ. Вулаканӑмӑрсем, асӑрхануллӑ пулӑр. Суя укҫан уйрӑмлӑхӗсемпе банксен стенчӗсенче паллашӑр. Сирӗн алла лексен те, тепӗр ҫынна улталама ан васкӑр, ку ӗҫре полици ӗҫченӗсене чӗнсен вырӑнлӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать. Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ. Спорт уявне Шупашкарти кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 20–23-мӗшӗсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа япӑх илтекен спортменсем хушшинче чемпионат иртнӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫесем Болгари ҫӗршывӗн София хулинче иртекен XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййине хутшӑнӗҫ. Пирӗн 3 ентеш те — Анастасия Мамлина, Иван Пакин тата Андрей Андреев — иртнӗ кунсенчи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх унта кайма ҫул уҫнӑ. Мамлина, Пакин, Андреев — олимп резервӗ йышне кӗрекен 1-мӗш ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем. Шупашкарта иртекен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне пурӗ Раҫҫейри 247 вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче хастарлӑхпа палӑрма пултарнӑшӑн эпир хамӑр ентешсене чун-чӗререн саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хаваслӑ самант Ӗнер, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене «Чи лайӑх вӗренекен 2013» сертификатпа чысланӑ пулнӑ. Уяв церемонине Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министерствин ертӳҫи Алла Самойлова та килсе ҫитнӗ. Республика пуҫлӑхӗ асӑннӑ сертификатсене университетран вӗренсе тухнӑ чи маттур 100 ҫамрӑка алла тытарнӑ. Ҫав 100 студент хушшинче ҫирӗм пӗррӗшӗ медецина факультетне пӗтереҫҫӗ. Михаил Игнатьев ҫамрӑк ӑстасене вӗренӳ ҫулне лайӑх пӗтернӗ ятпе саламланӑ, ҫак пултаруллӑ студентсем пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тивӗҫле вырӑн тупасса шанса каланӑ. Сӑнсем (21) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Общество институчӗсен йышӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗр ӳсет теҫҫӗ хӑшӗсем. Чӑн та, ҫапла калама сӑлтавӗ те ҫук мар-тӑр ҫав. Хальхи вӑхӑтра кашни министерство-ведомство ҫумӗнче общество канашӗсем йӗркеленнӗ. Ҫын правине пӗри хӳтӗлет, ачасенне — тепри. Усламҫӑсене те кӳрентерме парасшӑн мар — вӗсене хута кӗрекен те пур. Республикӑн Общество палатине пуҫарнӑранпа икӗ ҫул хыҫа юлчӗ. Халӗ, акӑ, унӑн ҫӗнӗ йышӗ йӗркеленчӗ. Паян вара ҫӗнӗ йыш хӑйӗн йӗркелӳ ларӑвне пухӑнчӗ. Йыш 21 ҫынтан тӑрать. Хӑшӗсем ҫӗнӗ ҫынсем, унчченхи йышран юлнисем те пур. Паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пурте суйлавпа ҫыхӑнчӗҫ. Сӑмахран, палатӑн ертӳҫипе ҫумне, ҫыруҫине суйларӗҫ. Сӑмах май, ку должноҫсене унччен пулнисенех хӑварчӗҫ. Ҫапла вара Общество палатине Леонд Шимин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Светлана Лясина тӑрӑшӗ, ҫыруҫӑ ӗҫӗнче — Николай Косыев. Общество палати комитетсене те унчченхиллех хӑварма йышӑнчӗ. Вӗсем тӑватӑ тӗрлӗ пулӗҫ: экономика аталанӑвӗ; социаллӑ политика; культура, вӗренӳ, этноконфесси хутшӑнӑвӗсем тата информаци политики енӗпе; ҫынсен прави тӗлӗшпе. Йӗркелӳ ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — республика Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов хутшӑнчӗҫ, Общество палатин витӗмне пысӑка хурса хакларӗҫ. |
![]() Ӗнер Шупашкарти Университет урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем хытах сехӗрленнӗ — виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш подъездсенче пурӑнакансем тӗтӗм шӑршине сиснӗ иккен. Аялти хутра пурӑнакансене сывлама уйрӑмах йывӑр пулса кайнӑ. Хӑраса ӳкнӗскерсем часрах урама чупса тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле — асӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ аптека, банк, парикмахерски ӗҫченӗсем. Кӗҫех пушарнӑйсем те персе ҫитнӗ — ара, вӗсене пӗр арҫын путвалтан тӗтӗм тухни пирки хыпарланӑ-ҫке. Ҫӑлавҫӑсем икӗ автоцистерна шывпа тата пушар пусмипе ҫитсе тӑнӑ. Вырӑнта вӗсем путвала анса пӑхнӑ та ҫулӑм асӑрхаман. Кайран управляющи компани ҫыннисем ку ҫуртра пӑрҫаран дезинсекци ирттернине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ун пирки ҫынсене асӑрхаттарнӑ теҫҫӗ-мӗн, лешсем вара курман, илтмен, пӗлмеҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарта пурӑнакансем хваттерсенче тата общежитисенче хӑнкӑла сарӑлни пирки пӑшӑраханаҫҫӗ иккен. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енти управленине ҫакӑн пирки ҫичӗ хутчен пӗлтернӗ имӗш. Шел те, анчах информацире мӗн чухлӗ вӑхӑт хушшинче ҫавӑн чухлӗ систернине каламан. Хӑнкӑласем канӑҫсӑрлантарни пирки хыпарлакансем общежитисенче тата унччен общежити, каярах вӗсене хваттере ҫавӑрнӑ ҫуртсенче пурӑнакансем хушшинче ытларах тӗл пулаҫҫӗ иккен. Асӑннӑ управленин пай пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов хӑнкӑла ӗрченине этемпе ҫыхӑнтарать. Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал каланӑ тӑрӑх, хуласенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тата демографи лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ май санитарипе гигиена тӗлӗшӗнчен япӑх условире ҫынсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем пулса каяҫҫӗ иккен. Ытти кирек епле сӑтӑрҫӑ евӗрех хӑнкӑла та вӑхӑт иртнӗҫем халӗ вӗсене пӗтерме усӑ куракан наркӑмӑша парӑнми пулма пултарать иккен. Чи пӑшӑрхантараканни тата шухӑшлаттараканни ҫав пӗчӗк чун тӗрлӗ чир-чӗре сарни. В гепатита та, сӑмахран, ним мар ертет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ . | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
| Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Шупашкар керамики» савута хута янӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ. | ||
| Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |