«Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Виктория Гусева килнӗ. Унӑн хваттерне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӑл чӑваш чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине ыйтнӑ иккен. Ҫакӑ саккунлӑ майпа пулнӑ-и? Хӗрарӑм ҫакна пӗлесшӗн.
Хаҫат редакцийӗ общество шухӑшне тӗпчекен темиҫе организацие шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: кунашкал ыйтӑмсене пӗрре мар ирттернӗ. Вӗсене усал шухӑшпа йӗркелемеҫҫӗ.
Анна Сорокина социолог пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтӑма халӑх вырӑс тата чӑваш чӗлхисене мӗнле шайра пулнине пӗлмешкӗн йӗркеленӗ.
ЧНК пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла пӗлекенсен йышӗ ҫулсерен чакать. Конгресран пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑма 8 хулари 31 шкулти 750 ача хутшӑннӑ. Хуравсене тишкернӗ. Ӑру чӑвашла сахал калаҫни палӑрнӑ. 29 проценчӗ чӑвашла пупленине пӗлтернӗ. Амӑшӗсен 53 проценчӗ тата ашшӗсен 55 проценчӗ чӑвашла пӗлет. Анчах ыйтӑма хутшӑннисенчен нихӑшӗ те ашшӗ-амӑшӗпе чӑвашла кӑна калаҫмасть-мӗн. Аслисемпе 17 проценчӗ ҫеҫ вырӑсла та, чӑвашла та пуплет. Пӗтӗмлетӳ — ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ытларах вырӑсла хутшӑнаҫҫӗ.