Ҫу кунӗсем ав, кӗҫех таврара «хуҫаланма» тытӑнчӗҫ. Хӗл ытамӗнчен хӑтӑлса, ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ ем-ешӗл симӗс тум тумланма тытӑнчӗ те. Ҫурхи кунсемпе пӗрлӗх уйсенче хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать. Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсене пула ҫурхи ака-суха ӗҫӗ кӑҫал темиҫе кун маларах пуҫланнӑ. Асӑннӑ ӗҫӗ чи малтанах Елчӗк, Патӑрьел, Улатӑр тата Вӑрнар районӗсем хастаррӑн пуҫарӑннӑ. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан ку вӑхӑталла пӗлтӗр 7 пин гектар акнӑ пулсан, кӑҫал вара 20 пине ҫитнӗ. Ака-суха ӗҫне паянхи куна республикӑри пур район та тытӑннӑ. Апла пулин те Чӑваш Республикин ял-хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака-суха ӗҫӗн хӗрӳ тапхӑрӗ тин кӑна ҫӗнӗ вӑйсем илме тытӑнни ҫинчен каласа хӑварать. Ял-хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал 570 пин гектар акса лартма паллӑртса хунӑ. Унсӑр пуҫне тата Шупашкар районӗн Тутаркасси ялӗ ҫумӗнчи чӑх-чӗп фабрикине ҫӗнетме, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма ятарлӑ проектсем хатӗрленеҫҫӗ. |
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисен «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ӑна эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ те сахал ӗҫ ярса панӑран кӑҫалччен тӑсрӑмӑр. Акан 30-мӗшӗнче комикссене йышӑнмалли тапхӑр вӗҫленчӗ те малалла хаклав тапхӑрӗ пырӗ. Хаклав йӗрки пӗлтӗрхи пекех пулӗ: темиҫе ҫынна хаклама парӑпӑр та вӑтам паллӑ кӑларса вырӑнсем палӑртӑпӑр. Комикссен ӑмӑртӑвне пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартса. Пурнӑҫларӑмӑр теме пулать — пурӗ 20 яхӑн ӗҫ килчӗ. Шел те, тимлӗхсӗре пула ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултараймарӑмӑр пулас. Чылай ӗҫе ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнтарса пурнӑҫларӗҫ... Ҫавӑнпа та хаклав ӗҫӗнче эпир комикссене икӗ пая уйӑрас терӗмӗр — пӗр пайӗнче хӗҫпе ҫыхӑннисем пулӗҫ (унта пурӗ 14 ӗҫ), тепӗр пайӗнче — ыттисем (5). Пӗтӗмӗшле йышпа кунта паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Васнарти (Красноармейский районӗ) Уй урамне ҫул кӗртеҫҫех. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков хӑйӗн хуравӗнче пӗлтернӗ. Маларах эпир ҫырнӑ тӑрӑх Васнар халӑхӗ Уй урамне ҫул сарса пама ыйтнӑ. 1995–2001 ҫулсенче унта ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулнӑ, анчах та хальхи вӑхӑтччен те вӗсен ҫул ҫук. Уйрӑмах техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси те чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн. Андрей Шестаков хуравӗпе килӗшӳллӗн ҫак ҫула Красноармейски районӗнче 2020 ҫулччен тума палӑртнӑ ҫулсен йышне кӗртнӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫул ӑҫтан иртессипе тата ун валли уйӑрма юрӑхлӑ ҫӗр лаптӑкне тӗпчеҫҫӗ имӗш. Ҫулсӑр нушаланакан ялсен шучӗ республикӑра тата миҫе-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Маргарита Гартфельдер Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн директорӗ улшӑнать — Маргарита Гартфельдерӑн контрактне малалла тӑсман иккен. Белов хӑйӗн ҫырӑвӗнче ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнишӗн компанире наци ыйтӑвӗпе лайӑхах мар пулнине асӑнать — чӑвашсем ыйтнипе хӑйӗн профессине ӑста пӗлекен ҫынна кӑларса янӑ имӗш. Анчах кунта ман шутпа Игорь Поручиков журналист та — ҫӑхав ҫыраканӗ вӑл иккен — айӑплӑ мар. Наци радиовне чӑн та итлеме кӑмӑллӑ пулсан, телекураври лару-тӑру самай чӑвашӑн кӑмӑлне пӑсатчӗ. Уйрӑмах чӑвашла передачӑсем сахал пулни нумайӑшне пӑшӑрхантаратчӗ. Енчен те эсӗ хӑвна ӑста ҫын тесе шутлатӑн пулсан халӑх кӑмӑлне итлемеллех ӗнтӗ. Ҫук, ун вырӑнне вырӑсла кӑларӑмсем нумайланни курӑнатчӗ. Сӑмахран, «Зачетные студентки» кӑларӑма, пирӗн шутпа, шӑп та лӑп чӑвашла тумалла пулнӑ. Унашкал кӑларӑма тӑван чӗлхепе тусан халӑхра чӗлхене хисеплесси самай ӳснӗ пулӗччӗ. Ҫук вӗт, вырӑсла... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ак, сиссе те ӗлкереймерӗмӗр, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗн хӗвел ҫутти кӗҫех хӗртме пуҫлӗ. Шӑпах ҫак кунра Раҫҫей халӑхӗ пысӑк уява паллӑ тӑвать. Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ темиҫе ҫул каяллах чӗртӗнсе кайнӑ пулин те паянхи куна та хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман. Асӑннӑ уява халалласа Чӑваш Республикин тӗп хулинче ыран, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме паллӑртнӑ. Ҫу уявне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хулан тӗп ҫулӗпе утакан шестви уҫать. Уяв демонстрацийӗнче пурӗ 20 000 ҫын хутшӑнассине паллӑртнӑ, вӗсем хушшинче: обществӑллӑ организацисем, тӗрлӗ предприятисенче вӑй хуракансем, хула ҫыннисем, наци лидерӗсем, ҫамрӑксем. Уяв шествийӗ Чапаев скверӗнчен 10 сехетре тапранать. Демонстраци ертсе пыраканӗсем, уявпа саламлаканӗсем — чӑваш наци телевиденийӗпе ВГТРК паллӑ ӗҫченӗсем. Вуннӑ ҫурӑра Шупашкарӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче Чӑваш патшалӑх филормонийӗ лартакан концерт пуҫланать. 11 сехетре республикӑн пултаруллӑ та паллӑ ҫыннисем, уява килсе ҫитнӗ хӑнасем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вара «Синяя птица» паллӑ ушкӑн уява тӑсӗ. Каҫ еннелле те хула ҫыннисем валли сцена ҫинче республика шайӗнче студентсен ҫуркуннен (Студвесна-2013) ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар хулинчи кӳлмек яланах хӑйӗн илемӗпе, лӑпкӑлӑхӗпе, чуна паракан канлӗхпе, уҫӑ сывлӑшпа хула ҫыннисене те аякран килнисене илӗртсе тӑрать. Самаях аслӑ Атӑл юханшывӗпе киллӗнесси сумра. Хӗл кавирӗнчен кӗҫ-вӗҫ хӑтӑлса, ҫутӑ хӗвел хӗртнипе ӑшӑнма пуҫланӑ юханшывӑм ӗнер, акан 29-мӗшӗнче хӑйӗн яланхи «пӗчек тусӗсене» кӗтсе илчӗ. «Инженерная защита» (чӑв. Инжинер хӳтлӗхӗ) АУО ӗҫченӗсем ӗнер ятарлӑ машинӑпа хулан кӳлмекне тӑватӑ акӑша килсе янӑ. Тура шӗкер, юханшывӑн ҫунатлӑ тусӗсене турттарса илсе килни чармавсемсӗр иртнӗ. Шурӑ акӑшсем Атӑл шывне хаваспах чӑмса, ирӗклӗх сывлӑшне туйса илме васкарӗҫ. Паян акӑшсем патне тата темиҫе хур-кӑвакала янӑ. Ҫапла вара уйрӑм картишра хӗл каҫнӑ хур-кайӑксем Атӑл юханшыва татах та илем кӳрекенсем пулса тӑчӗҫ. Хӗле вӗсем ӑҫта ирттернӗ тесе ыйтсан — сивве вӗсем уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче чӑтса ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш патшалӑх университечӗн сайчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӗҫленни пирки пӗлтерет. Тӗрӗслев комиссине пӗтӗмпе 2304 ӗҫ ҫитнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче хӑй пӗлӗвне 251 ҫын тӗрӗсленӗ, ыттисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫырса ӗҫӗсене интернетпа ярса панӑ. Пӗтӗм ӗҫрен 1736 диктанта шута илнӗ, ыттисене хакланисен ретне кӗртме май килмен — техника сӑлтавӗсене пула (сканерпа куҫа курӑнмалла кӑларман, чылайӑшӗн е пуҫламӑшӗ, е пӗтмӗшӗ ҫук) тӗрӗслев комиссийӗ вӗсене пӑхса тухайман. Хаклава тивӗҫлӗ ӗҫсенчен «5» палла тивӗҫнисем — 171 (9,8 %), «4» паллӑ илнисем — 677 (39 %), «3» паллӑ илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллӑ илнисем — 512 ( 29,5 %). «3» тата «2» паллӑ илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мӗншӗн тесен кӗҫӗнрех классенче вӗренекен ачасем тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене пурне те вӗренсе ӗлкӗреймен. Шкулта 9 класс пӗтернӗ тӗле ҫеҫ орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пӑхса тухаҫҫӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуҫласах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
2012 ҫулта Владимир Путин Раҫҫейри шкулсенче пӗр ҫипуҫ кӗртес йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе ямалли ҫинчен калаҫсанах вырӑнти влаҫсем хушшинче тӳррех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Шкул тумтирӗн ятарлӑ проект саккуннӗ Патшалах думине те кӗртнӗ иккен. Паянхи куна пирӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» ятарлӑ хатӗрленӗ проектра та шкул вӗренекенӗсен тумтирсен пӗрлӗхӗ ҫинчен сӑмах пырать. Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проекчӗпе килешӳллӗн шкул тумтирӗсен тӗсӗпе ӗлкине суйласси шкулсенченех килет. Ҫав хушӑрӑх асӑннӑ суйлав шкул ачисен амӑшӗпе ашшӗсен шухӑшӗпе килешӳллӗ пулмалла. Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх ятарлӑ пӗр тумтире шкулсенче кӗртни ачасем хушшинчи танмарлӑха пӗтерет, амӑшӗпе ашшӗсене те укҫа-тенкӗ енчен самаях тӑкак кӳрекен йывӑрлӑхран ҫӑмӑллатать. Шкула яма кашнинче тем тӗрлӗ ҫипуҫ туяниччен ачана шкулӑн пӗрлӗхлӗ тумтирӗпе ҫӳретсен лайӑх пулӗ. Анчах та кӗртме паллӑртнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе пӗрлӗхлӗ шкул форми тем тесен те шкулсенчи ҫитменлӗхсене кӗҫ-вӗҫ пӗтереймест, социаллӑ танмарлӑха та тумтир айӗнче пытарма пултараймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитсе пынӑ май республикӑн тӗп хулин илемӗпе, паллӑ вырӑнсемпе паллашма Шупашкара ют ҫӗршывран килнӗ ҫулҫӳрӗвҫесем килме тытӑнчӗҫ. Чӑваш Республикине килсе курма кӑмӑл тӑвакансем тӑван кӗтесе таврӑниччен асӑнмалӑх чӑваш нацине паллӑртакан пӗр-пӗр символикине туянма манмаҫҫӗ. Ҫакна пула Шупашкар Арбачӗ майӗпен ҫуллахи ӗҫ графикне куҫма тытӑнчӗ. Кунсерен суту-илӳ палаткин шучӗ ӳссех пырать, ӗҫ вӑхӑчӗ вӗсен вара таврана каҫ пусаричченех тӑсӑлать. Сувенирсен лавкаҫисен ӗҫӗ самаях кӑсӑклӑ. Арбат урамӗ тӑрӑх ҫӳрекен ҫынсем хушшинчен ҫулҫӳреве уйӑрса илме пултарни хӑйне май пӗчек пултаруллӑх. Ҫулҫӳреве калаҫтарса, сувенирсене сӗнсе сутма пултарни те уйрӑмах паха ен. Иртнӗ ҫулсенче алӑстисемпе сутӑҫӑсем чатӑрта суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫланӑ, халӗ вара хула мэрийӗ чатӑрсенче сутса тӑрас ӗҫӗ пӑрахӑҫлантарнӑ. Вӗсен шучӗпе наци сувенирӗсене Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗнче чатӑрта сутса тӑни ҫулҫӳревҫӗсем хушшинче ырӑ мар витӗм кӳрет. Ҫакна пула пӗлтӗртен Арбат урамӗнче суту ӗҫӗ пӗр пек пысӑках мар «пӳлемсенче» ирттерме пуҫларӗҫ. Кӑҫал вара сутӑҫӑсене хӑйсене пӗр стилӗ пӑханма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи вӑхӑтра информаципе тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах, хыпар-хӑнара чӑвашла вулама май туса парасси питӗ кирлӗ. Унччен эпир «Хыпарла» проект пуҫланӑччӗ, анчах вӑл эпир шаннӑ пек ӗҫлесе каймарӗ. Ытларах хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа парасшӑнскерсем пулчӗҫ. Тата пӗлтӗр Admin-ӑн укҫа-тенкӗрен тӑкаксем тупӑннӑран вӑхӑтра тӳлесе тӑрасси те йывӑр пулчӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене тӗпе хурса эпир проекта ҫӗнӗлле хута ярас терӗмӗр — уйрӑм ҫынна тытас терӗмӗр. Эпир шыратпӑр: чӑвашла лайӑх пӗлекен, политика тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ, хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн калама пултаракан ҫынна. Пире республикӑпа ун тулашӗнче пулса иртекен ырӑ пулӑмсене палӑртакан, япӑххине сивлеме пултаракан ҫын кирлӗ. Студент-и вӑл, тивӗҫле канӑва тухнӑскер-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Пӗр кун хушшинче 10 хыпар ҫырмалла. Укҫине те ытларах уйӑрӑпӑр — уйӑхне 10 пин тенкӗ. Енчен те 10 хыпар ҫырма йывӑртарах пулсан — икӗ ҫынна явӑҫтарма тивӗ: пӗри 5 ҫырать, тепри 5. Уйӑхне ҫапла май 300 хыпартан кая мар пулмалла. Район хаҫачӗсенче ӗҫ укҫи 10 пин патнелле пулнӑран кирлӗ ҫын тупӑнасса шансах тӑратпӑр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |