Ӗнер «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн Валентин Наездниковӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Унта ӳнерҫӗн акварель тата пастель техникипе тунӑ 70 ӳкерчӗкӗпе паллашма пулать. Вӗсем — юлашки ҫулсенчи ӗҫсем. Вӗсен йышӗнче — натюрмортсем, пейзажсем, портретсем. Валентин Николевичӑн арӑмӗн, мӑнукӗн юлташӗсен сӑнӗсем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Валентин Николаевич 1937 ҫулта Иваново облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкара 1960 ҫулта килнӗ. Ун чухне вӑл ӳнерҫӗ тата педагог пулнӑ. 1965 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Пултаруллӑскере живопиҫ кафедринче вӗрентме хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти 35-мӗш шкулта ӳнерпе черчени урокӗсене 40 яхӑн ҫул вӗрентнӗ.