Канашра пурӑнакан Мария Дмитриевна Байгулова 100 ҫул тултарнӑ. Кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман.
«Питӗ йывӑр пулнӑ. Хамӑрах вӑрмана вутӑ турттарма каяттӑмӑр, хамӑрах татнӑ. Унашкаллине никам та ан куртӑрччӗ», — тет Мария Дмитриевна.
Мария Байгулова — ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ, икӗ ача амӑшӗ. Мӑнукӗсемпе, унӑн ачисемпе савӑнса пурӑнать. Кинемее ҫуралнӑ кунпа РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫыру ярса саламланӑ. Ҫак кун тӳре-шара та 100 ҫулти Мария Дмитриевнӑна саламлама килнӗ, тата нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх суннӑ.