![]() Кӗркуннен пӗрремӗш кунхине вӗренекенсемпе студентсем валли хӑйӗн алӑкӗсене пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан 490 шкул, 11 пуҫламӑш профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗ, 26 (пӗтӗмпе вӗсем — 31) вӑтам профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗ тата 12 аслӑ пӗлӳ паракан учреждени уҫӗ. Авӑн 2-мӗшӗнче вара уяв линейкине 5 вӑтам профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗпе 9 аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗ ирттерӗ. Пӗлӳ кунне уявланӑ ҫӗрте тата ҫамрӑксем йышлӑ ҫӳренӗ вырӑнсенче йӗркене 800 яхӑн полици ӗҫченӗ тытса пырӗ. Унсӑр пуҫне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 100 ытла яхӑн ҫул-йӗр хурал службипе, патшалӑх инспекци йӗркелесе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи кунсем хыҫа та юлчӗҫ. Кӗркунне ҫитнӗрен ӳсекен ӑру пӗлӳ илме вӗренӳ учрежденийӗсене ҫул тытрӗ. Вӗренӳ ҫулӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевсемпе республикӑра тӗрлӗ саккун проекчӗсем пурнӑҫа кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл — шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтересси. Кӗҫнерникун, ҫурлан 29-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене 22 шкул автобусӑн уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне йӗркелеме пулӑшнӑ волонтёрсем хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев вӗрентекенсене тата шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ тата «Шкул автобусӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗрен республикӑра 60% автобус ҫӗнӗлнине палӑртнӑ, кӑҫал шкулсем пурӗ 44 автобуспа хуҫаланнӑ имӗш. Унсӑр пуҫне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне 28 250 ҫын хутшӑннине пӗлтернӗ, ҫапла вара ҫак кӑтарту Раҫҫей тата Европа рекордне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шкул пӗтерекенсене физкультура вӗренӳ предмечӗпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытарас ыйтӑва ҫитес кунсенче патшалӑх канашлӑвӗ татса парӗ. Ҫак саккун проектне Самбо халӑхсем хушшинчи федераци президенчӗ, Физкультура тата спорт ГД комитетӑн пайташӗ Василий Шестаков пуҫарса ярса вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов патне ярса панӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шестаков хатӗрлесе ҫитернӗ проектпа паллаштарма шантарнӑ. Ун шухӑшӗпе шкул пӗтерекенсен ӳт-пӗвӗ енчен ҫирӗп пулмалла, ку вара ҫамрӑксене ҫара илес ыйту пахалӑхне лайӑхлатӗ тата пулас ШӖМ ӗҫченӗсене хатӗрленӗ ҫӗрте те пӗлтерӗшлӗ витӗм кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() http://teley.webnode.ru сайтри ӳкерчӗк Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗнӗ пӗлӳ илесшӗн ҫунни, професси ӑсталӑхне лайӑхлатса пыма, ӑс-хакӑл тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен аталанма ӑнтӑлни — ку чухнехи пурнӑҫӑн мӗн пур тытӑмӗнче ҫыншӑн ӑнӑҫӑвӑн никӗсӗ. Чӑваш Ен вӗренӳ тытӑмӗ тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫынна пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухмашкӑн пулӑшма тивӗҫлӗ. XXI ӗмӗр ыйтнипе килӗшӳллӗн мӗн пур шайри вӗренӳ учрежденийӗсенче анлӑ модернизаци пырать, пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, вӗренӳ тата лаборатори оборудованийӗ ҫӗнелет. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Республикинче 1000 ытла вӗренӳ заведенийӗ хӑйсен алӑкӗсене уҫать. Вӗсенче 318 пин вӗренекенпе студент, ҫав шутра пӗрремӗш класа каякан 13 пин ача, пӗлӳ илӗҫ. Юлашки 3 ҫулта шкулсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме 3,5 млрд ытла тенкӗ хывнӑ. Ҫак вӑхӑтра юсав кирлӗ шкулсен 50 ытла процентне ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Хуласенчи тата ялсенчи пысӑк шкулсен апатланмӑшӗсене модернизацилеме 210 млн тенкӗ уйӑрнӑ, ҫавна май ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисен 70 ытла проценчӗ ку чухнехи оборудовани ҫинче хатӗрленӗ паха апата ҫийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Халӗ Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ пепки садике ҫӳренӗшӗн 450 тенкӗрен пуҫласа пин те 320 тенкӗ таран тӳлет. Вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, ача сачӗшӗн тӳленӗ тӑкаксене саплаштарма патшалӑх ашшӗ-амӑшне компенсаци парса пулӑшассине пӗлтернӗ. Ача пахчин чӑн тӑкакӗ паянхи куна пӗр ача пуҫне муниципаллӑ вӗренӳ учрежденине 3–6 пин тенке кайса ларать. Паянхи куна ашшӗ-амӑшӗ ҫак хисепӗн 20 процентне кӑна тӳлеҫҫӗ. Кунта вӗрентекенсен шалӑвӗ те, коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемшӗн тӳлени те, вӗренӳ материалӗсене туянни те кӗрет. Ача пахчинче апатлантарнишӗн тӳлемелли хисеп вара — пӗтӗмӗшле тӳлевӗн 90 проценчӗпе танлашать. Владимир Иванов министр палӑртнӑ тӑрӑх, ача сачӗшӗн тӳлемелли хисеп ҫулталӑк вӗҫлениччен сисӗнмелле улшӑнмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак эрнере Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Сергей Митюшин генерал-майорпа тӗл пулнӑ. Митюшин Раҫҫейӗн федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Сарӑту тата Самар облаҫӗсенчи Погранчик управленине ертсе пырать. Ҫак должноҫе ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче шанса панӑ. Халӗ генерал-майор регионсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулма тӗллев лартнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Беринг тинӗс пырӗ урлӑ ишсе каҫассипе ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери эстафетӑлла ишев йӗркеленӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Александрова та хутшӑннӑ. Вӑл ушкӑнри 64 экстремал-ишевҫӗ хушшинчи 11 хӗрарӑмран пӗри пулнӑ. 86 ҫухрӑма вӗсен гидрокостюм тӑхӑнмасӑр ишсе каҫма тивнӗ. Экстремалсем 20 минутшер виҫшерӗн ишнӗ. Вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ. Малтанхи икӗ кун хумсем вӑйлӑ пулнӑ, алӑ хытӑ шӑннӑ иккен. Кайранхи тепӗр икӗ кунӗнче шыв ӑшӑ, ишме те ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ишевҫӗсене кунне тӑватӑ хутчен вӑйлӑ апатлантарнӑ, саунӑра ӑшӑннӑ. Ҫыран патне ҫитес умӗн 10 минут ишевҫӗсем ялав тытса ишнӗ. Тӗрӗсрех. Ишмен-мӗн-ха, ӑшӑх вырӑн пирки унта утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑнтӑр енчи Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлнех вырмана вӗҫленӗ. Тухӑҫ республикипе вӑтамран 18,1 центнер тухать. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахи ҫав кун тӗлне вӑл кашни гектартан 19,8 центнерпа танлашнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӑна пин гектар ытларах ҫинчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗш ҫӑкӑр тухӑҫӗ те тӗш тырӑнни евӗрех пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех: унчченхи 201,2 центнер вырӑнне 149,2 центнер тухать. Кӗрхисене акассипе те хресчен ҫине тӑрать. Елчӗк районӗнче планпа ипалӑртнинчен виҫ кун каяллах 83 процентне акма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен. Хӑмла ӳстерекенсем кашни районтах мар-ха. Ҫав культурӑна туса илекенсем, сӑмахран, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, етӗрнесем, ӑна татма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑна икӗ уйӑх каялла ӗҫлеттерсе янӑ-мӗн. Унти ӗҫ-пуҫпа халӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Савутра хальхи вӑхӑтри оборудовани вырнаҫтарнӑ иккен. 35 ҫын пӗр уйӑхра 300 тонна ытла тӗрлӗ тимӗр-тӑмӑр кӑларса ӗлкӗрет. Нумаях пулмасть предприяти ҫармӑссен пысӑк саккасне пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑн ЗАГС ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ывӑл-хӗрне мӗн ят панине тишкерсе тухнӑ. 2012–2013 ҫулсенче сайра пулин те, анчха чӑваш ячӗсем те пуррине асӑрханӑ. Вӗсем: Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Саламби. Ҫапла, кашниех хӗрарӑм ячӗсем. Ытти ята илсен хальхи вӑхӑтра авалхи вырӑс тата Библири ятсене хурас йӑла час-час тӗл пулать иккен. Авалхи вырӑс ячӗсем терӗмӗр-ха. Анчах чӑн вырӑсла Ваҫҫӑсемпе Петьӑсем паян манӑҫса пыраҫҫӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вара шӑпах ҫав ятсене нумай суйланӑ. Хӗрарӑм ячӗсенчен паян ыттисенчен сайра тӗл пулакан Аида, Властилина, Гера, Дельфина, Добромира, Доминика, Женевьева, Ива, Иоланта, Мадонна, Максим, Миляуша, Павла, Хадиджа, Чулпан, Саида, Ярославна йышшисене суйлакнасем те пур-мӗн. Чиркӳри ятсенче е классикӑлла хайлавсенче кӑна тӗл пулаканнисене: арҫын ачасенчен — Гордей, Глеб, Матвей, Савелий, Арсений, Демьян, Прохор, Захар, Елисей, Савва, хӗрачасенчен — Анисия, Есения, Таисия, Устиния, Варвара текеннисене суйлакансем йышлӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |