Шупашкарта Гайдар урамӗнчи общежитире пурӑнакан 38 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК 109-мӗш статьян 3-мӗш пайпе килӗшӳллӗн (асӑрхануллӑ пулманран икӗ ҫын вилӗмӗ патне илсе пыни) айӑпласа суд умне тӑратӗҫ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх пушӑн 8-мӗшӗнче хӗрарӑм ирхи саккӑрта яланхи пекех ӗҫе пуҫтарӑнса тухса кайнӑ. Ҫывӑракан ывӑлне пилӗк ҫулхи тӑван хӗрӗпе пӗрле хӑварнӑ. Пӳлӗм алӑкне, паллах, тул енчен питӗрнӗ. Чӳречисем тимӗр решеткеллӗ пулнӑ. Инкеке хӗрарӑм электроплитана сӳнтерсе хӑварман. Ун ӑшшипеле вӑл ҫуса хунӑ кӗпе-йӗм типӗтнӗ. Кил хуҫи пулман вӑхӑтра япаласем плита ҫине ӳкнӗ, вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Ача-пӑчан пӳлӗмрен тухса тарма май килмен. Сӗрӗмпе чыхӑннипеле вӗсен пурнӑҫӗ татӑлать. Ачасене кил хуҫи ҫав кунах вуннӑсенче ӗҫрен таврӑнсан тупать. Хӗрарӑма хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Ӗҫ материалӗсене Шупашкарти Калинин районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Йӗпреҫ районӗн ЗАГС пайӗ Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГС уйрӑменче паян икӗ ҫурални ҫинчен паракан свидетельство алла тыттарнӑ — 277 тата 278-мӗш номерлисене. Саманчӗ те савӑнӑҫлӑ — ара, юпан 24-мӗшӗнче Хурамал ялӗнче пурӑнакан Хораськинсен кил-йышӗнче йӗкӗрешсем ҫуралнӑ. Кӑҫал вӗсем районта — пӗрремӗшсем, вӗсенччен йӗкӗреш пулманччӗ-ха. Хораськинсен ҫемьинче телей йӑва ҫавӑрчӗ темелле — вӗсен кил-йышӗ тахҫантанпах кӗтнӗ арҫын ачасемпе пуянланчӗ! Василийпе Константин — тӑваттӑмӑшпе пиллӗкмӗш ачасем пулӗҫ. Халӗ ӗнтӗ аппӑшӗсене — Альбинӑна, Алинӑна тата Аннӑна — пысӑк ҫемьере кичем пулмех! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Ен Елтепӗрӗн администрацийӗ ҫапла хуравланӑ. Асаилтеретпӗр, блогсенче нумай пулмасть икӗ Volkswagen Phaeton машинӑшӑн 8,3 миллион тенкӗ тӑкаклассине анлӑ сӳтсе явнӑ. Элтепӗр администрацийӗн ҫумӗ Сергей Вязовский ӑнлантарса панӑ тӑрӑх автоапаркӑн «люкс» шайри транспорт хатӗрне 2006 ҫултанпа ҫӗнетмен. Унти машинсен ҫурри яхӑн — 6 ҫул каялла кӑларнӑ «Волгӑсем» е тата та ватӑраххисем. Пурӗ 60 транспорт хатӗрӗ. Кӑҫал вара официаллӑ майпа килнӗ хӑнасене илсе ҫӳреме туяннӑ Тайотӑпа Фольсваген микроавтобуссемпе ҫеҫ нумайланнӑ. Унсӑр пуҫне Элтепӗр администрацийӗн автопаркӗнчи машинсене пӗчӗкрех шайри ведомствӑсене куҫарнине те пӗлтернӗ Сергей Вязовский. Ҫӗнӗ машинсене харпӑр тӳре-шара ҫумне ҫырса хумӗҫ — вӗсемпе патшалӑх органӗсенчи ҫынсене турттарма усӑ курӗҫ. Ҫав шутра — хӑнасене те. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр хӑна ансатрах машина ларасшӑн мар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать. 8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чурачӑк Ҫӗрпӳ районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа Чурачӑк ял вулавӑшӗнче ятарлӑ электронлӑ хӑтлав йӗркеленӗ — «Чурачӑк ял историйӗ». Презентаципе пӑхакансем ҫак ялти кашни предприятийӗн кун-ҫулӗпе паллашма пултарӗҫ. Кунтах ялти сумлӑ ҫынсем пирки пӗлме пулать. Хӑтлавра ялӑн ҫӗнӗ тата кивӗ сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ — вӗсем ватти-вӗттине те кӑсӑклӑ пулмалла. Презентаци вулавӑшра ахаль выртмасть — кашни кун тенӗ пек таврапӗлӳ сехечӗсене ирттереҫҫӗ, хӑтлавпа паллаштарнӑ май иртнӗ самантсене аса илеҫҫӗ. Вулакансен те каласа памалли нумай-ҫке — ялӗ пысӑк пулнӑран асаилӗвӗсем те сахал мар. Вӗтӗр-шакӑра хӑйсен пурнӑҫне сӑнласа пани те питӗ кирлӗ — астуса юлма, асра тытма. Илнӗ пӗлӗве ачасем рефератсем ҫырма усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Трактор историйӗн музейнче Юпан 22-26-мӗшӗнче Шупашкарти тракторсен историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче «Робототехника» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь тата Штанаш шкулӗнчи аслӑ класра вӗренекенсем ҫак кунсенче музея экскурсине кайрӗҫ, кунти экспонатсемпе паллашрӗҫ, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ. Экскурси вӗренекенсене питӗ килӗшнӗ. |
Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ. Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ. Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ. Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ. «Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка). «Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Авӑнӑн 25-27-мӗшӗсенче Мускавра Раҫҫейри Ҫӑнӑх тата кӗрпе авӑртакан предприятисен Х съезчӗ иртнӗ. Унта пысӑк предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Съездра «Раҫҫейри 2011 ҫулхи чи лайӑх арман» конкурс тата Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн VII смотрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Раҫҫейри Ҫӑнӑх тата кӗрпе авӑртакан предприятисен правленийӗ‚ Пӗтӗм тӗнчери промышленность академийӗ отраслӗн чи пысӑк наградисене «Чӑваштырӑпродукт» АУОн тӗп филиалне — «Шупашкар элеваторне» — панӑ. Ахаль сӑмахшӑн мар — элеватор ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртнӗшӗн‚ паха продукцин анлӑ ассортиментне туса кӑларнӑшӑн. Филиал продукцийӗ Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ куравра ҫуллен ҫӗнтерни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫакна палӑртар: «Шупашкар элеваторӗ» хӑйӗн 25 ҫулхи юбилейне уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтсе илет — 2011 ҫул кӑтартӑвӗсемпе «Раҫҫейӗн чи лайӑх арманӗ» ята ҫирӗплетнӗ‚ смотр медалӗсемпе продукци пахалӑхне тепӗр хут ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне ӑна чи лайӑх чӗркемпе маркировкӑшӑн та диплом панӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн смотрӗсем 2002 ҫултанпа иртеҫҫӗ. «Шупашкар элеваторӗ» — Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗш тырӑ тирпейлекен продукцийӗ ҫавнашкал пысӑк хаклава тивӗҫнӗ пӗртен пӗр предприяти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Велоспорт комплексӗ ҫакӑнта вырнаҫӗ Шупашкарти 500 ҫуллӑх паркӗнче велоспорт центрне тума тытӑннӑ. Эрнекун, юпан 26-мӗшӗнче, пулас спорт комплексӗнче Чӑваш Республикин вӑй-хал культурин, спортӑн тата туризм министрӗ Сергей Мельников пулса курчӗ. Спорт министрӗ каласа панӑ тӑрӑх кунта пысӑк комплекс пулмалла: шывра ишме икӗ бассейн, 60 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ, конференц-зал, чи ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлекен сывлӑха ҫирӗплетекен медицина центрӗ, уҫӑ велодром, 7 ҫухрӑмлӑ унлӑлла ҫул тата ытти ӗскерсем. Уйрӑмах маутинбайк спортри ӑсталӑха ҫивӗчлетме кунта питӗ меллӗ пулӗ. «Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ хӗрсен маунтинбайк командинче 70% — пирӗн ентешсем», — пӗлтерчӗ Сергей Мелников. Министр хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак комплекс ахаль ҫынсем валли те усӑллӑ пуласса шанчӗ — кунта велосипедпа канма условисем лайӑх пулӗҫ. Велоспорт центрне «Спецстройкоммуникация» ТМЯО хӑпартать, ӑна 2014 ҫулта хута ямалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама пурӗ 442 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Паянхи куна федераллӑ хыснаран 5 миллион куҫарнӑ та ӗнтӗ, ҫавӑн чухлех республика та уйӑрнӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтӗрхи уявра Ӗнер, юпан 27-мӗшӗнче, Я. Ухсай культура керменӗнче Канаш районӗн «Канашсем» ентешлӗхӗ 18-мӗш хут пухӑнчӗ. Тӗп вырӑнта — Анатолий Кипеч (вӑл ҫак районтан, ентешлӗхӗн ертӳҫи) ҫыравҫӑ 75 ҫул тултарни пулчӗ. Мероприятие Лидия Филипповӑпа (президиум пайташӗ) Вячеслав Оринов ертсе пычӗҫ. Сӑмах тухса калакансем шутӗнче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Анатолий Егоров, Федераллӑ казначействӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Клюкова, федерацин укҫа-тенкӗпе хыснан тӗрӗслев службин Чӑваш Республикинчи вырӑнти управлени ертӳҫи Нина Константинова, Патшалах канашӗн депутачӗсем, ытти районсен етлешлӗх ертӳҫисем пулчӗҫ. Уявра юрӑ-ташӑпа Энрияль фольклор ушкӑнӗ, Канаш районӗн культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ентешсем» ансамбль, «Янташ» эстрада ансамблӗ (ертӳҫи — А.Никитин), культура училищин студенчӗсем савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех пухӑннӑ халӑхӑн кӑмалне ҫӗклерӗҫ — Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Юрий Григорьев, Елена Османова, Константин Ефремов, Валентина Смирнова тата ытти юрӑҫсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |