![]() «Ҫынна ырӑ тӑвиччен усал ту», — тесе такам ӑшши-пӑшшипех каланӑ пуль ҫав. Вӑрнар районӗнчи кинемей хӑйӗнчен икӗ ҫул ҫамрӑк арҫынна лешӗн пурӑнма вырӑн ҫуккине кура (вӑй питтин ҫурчӗ юрӑхсӑра тухнӑ иккен) хӑй патне пурӑнма кӗртнӗ. Ватӑ ҫынна пӗччен ҫӑмӑл мар та, хама пулӑшӗ тесе шухӑшланӑ-ши? Пӗр пилӗк ҫул таран усранӑ вӑл ӑна. Кинемей ҫулне кура мар вӑр-вар пулнӑ курӑнать: 91 ҫулхискер пӗр кунхине вӑрӑлӑх лартнӑ сухана кӑларса пуҫтарнӑ. Ун патӗнче пурӑнакан 45 ҫулхи арҫын шучӗпе вара ӑна кӑларма васкамалла пулман. Ӳсӗр арҫын сӑмахпа кӑна ятланӑ-и — кинемее аяк пӗрчи хуҫӑличченех хӗнесе пӗтернӗ. Кайран ӑна вӑл вырӑн ҫине вырттарнӑ, хӑй те ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Ирпе пӑхать те ватӑ сывламаннине асӑрхать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре 848 ҫын наркӑмӑшланнӑ. 100 ҫын пуҫне илсе пӑхсан кӑтарту 68,0 тӗслӗхпе танлашать иккен. Иртнӗ ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку вӑл 2,6 процент пӗчӗкрех. Тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе сиенлекенсен хушшинче такам та пур: ватти-вӗтти, арӗ-арӑмӗ. Наркӑмӑшланнин йышӗпе Куславкка, Красноармейски районӗсем, Шупашкарпа Канаш хулисем начаррисен шутӗнче. Спиртлӑ шӗвексемпе 374 ҫын шар курнӑ, вӗсенчен 27-шӗ вилнӗ. Ҫапах та эрех-сӑрапа сиенленекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен чакнине палӑртма кӑмӑллӑ. Инфекционитсенчен пулӑшу ыйтни тӑрӑх хакласан, хаяр шӗвекпе иртӗхме арҫынсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ тесе шухӑшлама май килет. Спиртлӑ шӗвеке пула наркӑмӑшланнисен шутӗнче 80,2 проценчӗ — шӑпах вӗсем. Ҫынна пульница койки ҫине суррогат кӑна мар, этил спирчӗ те илсе ҫитерет: 374 тӗслӗхрен 65 проценчӗ шӑпах ӑна пула аптӑранӑ та. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен шучӗ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарпа Канаш хулисенче ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хула администрацийӗ ҫулсерен суту-илӳ павильонӗсемпе киоскӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлет. Кӑҫал та хула мэри ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерсе юрӑхсӑр, кивӗлнӗ сӑн ҫапнӑ объектсене палӑртнӑ. — Шупашкар хула администрацийӗ чӗретлӗ инвентаризаци вӑхӑтӗнче киоск, суту-илӳ павильонсен хуҫисене хӑйсен объекчӗсене ҫитес вӑхӑтра тивӗҫле сӑн кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Шупашкар администрацийӗн пресс службийӗнче. Хула мэри те кӑҫал киосксен ҫур пайӗ улшӑнасса палӑртать. — Юпа уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр 10 павильонӑн тулаш питне ҫӗнӗ сӑн кӗртме планланӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хула ҫыннисемпе, хӑнисене яланах илӗртсе тӑма республика тӗп хулинче тасалӑхпа илем кӳрессипе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере хулари 10 оъекта реконструкциленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Антонина Савельева Хусанта иртекен Тӗнчери ҫуллахи универсиадӑра сӗтӗл теннисӗпе ӑмӑртусем иртереҫҫӗ. Виҫӗмкун, утӑн 11-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн пӗрлешӳлле командине кӗрекен пирӗн ентеш Антонина Савельева хӗрсен ушкӑнӗн турнирӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Шел пулин те ҫурмафиналта Раҫҫей ушкӑнӗ яппунсене 2-3 счетпа выляса янӑ. Малалла пӗчӗнлӗ тата мӑшӑрлӑ ӑмӑртусем иртӗҫ. Унта тӗнчери 22 ҫӗршывран 200 яхӑн спортсмен хутшӑнӗ. Сӗтӗлҫи теннисӗпе ӑмӑртусем утӑн 7-15-мӗшӗнче иртеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 7 чыслав комплект тӗлӗшпе тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Каткасси. Н. Плотников сӑнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи пысӑках мар Каткасси ялне нумаях пулмасть хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ, халӗ республикӑн тӗп хулинчи паллӑ предприятисенчен пӗрне ертсе пыракан Валентин Иванов; ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев; Ҫӗрпӳ районӗн тата вырӑнти Паваркасси ял тӑрӑхӗн Шупашкарти ентешлӗхӗсен пайташӗсем пулнӑ. Ун чух Каткассинче ял уявӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме укҫа-тенкӗ енчен Валентин Иванов (ун пирки маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ) пулӑшнӑ иккен. Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Данилов вара ӑна яла хӑтлӑх кӗртме пулӑшнӑшӑн хисеп хучӗпе чысланӑ. Уява ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Вячеслав Оринов уҫнӑ. Ял уявӗнче каткассисене Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсем — Людмила Гордеева, Вячеслав Христофоров, Елена Иовлева — савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Эпӗ нимрен те тӗлӗнместӗп», — теҫҫӗ вара хӑш чух теприсем. Чӑн та, нимрен те тӗлӗнмелле мар-тӑр ҫав. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсенчен пӗри. Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 35 ҫулхи хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер хӑйне пӗрле пурӑнакан арҫын мӑшкӑллани, ҫав вӑхӑтра лешӗ пуртӑпа хӑмсарни пирки пӗлтернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, суйса евитлеме юраманни, суйсан пуҫиле майпах явап тыттарасси пирки хӗрарӑма тӗпчевҫӗсем асӑрхаттарнӑ. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, лешӗ хӑйӗннех пенӗ. Унтан… тӗпчев пуҫланнӑ. Анчах никам та никама та ирӗксӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем патне заявленипе пырас умӗнхи кун иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтра арҫынӗ хӗрарӑма айккинелле чупатӑн тесе ӳпкеленӗ-мӗн. Ҫакӑн пек каланине хӗрарӑм ытла та йывӑра илнӗ курӑнать ҫав — тавӑрас тесе (кӑна хӗрарӑм каярах хӑех йышӑннӑ) йӗрке хуралҫисем патне ҫул тытнӑ. Арҫынна кирпӗч ӑсатма шут тытнӑ хӗрарӑма халӗ хӑйне пӗр ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн наркополицейскийӗсем йӗркеленӗ Ача-пӑчан полицейски академийӗ «Чӗрӗ юлассин шкулӗ» ятпа ҫарпа спорт пухӑвне ирттернӗ. Нумаях пулмасть унӑн пӗрремӗш смени вӗҫленнӗ. Унта полицейски академине ҫӳрекен 38 ачаран 13-шӗ ҫеҫ хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Лагерь вунӑ куна пынӑ. Ҫав вӑхӑтра ачасен тревогӑпа вӑранма, «салука илнисене» хӑтарма, ирпе тата каҫпа пилӗкшер ҫухрӑм чупма, турист эстафетисене хутшӑнма, столовӑйра наряд тӑма, территорие хураллама тивнӗ. Кунпах йывӑрлӑхӗ вӗҫленмен-ха. Вӗсене ал вӗҫҫӗн кӗрешме те, пӑшалтан пеме те хӑнӑхтарнӑ. Инструкторӗсем — наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен управлени офицерӗсем. «Хура берет» тӑхӑнса ҫӳреме Александр Шипуновпа Ксения Гордеева тивӗҫнӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лагерӗн иккӗмӗш смени ӗҫлеме тытӑнӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Укӑлча» халӑх фольклор ансамбле Утӑн 4-7-мӗшӗсенче Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи Выльгорт ялӗнче «Завалинка» ятпа ҫӳрекен халӑх юррине шӑрантаракан пултаруллӑх ушкӑнӗсен регионсем хушшинчи Х фестивалӗ иртнӗ. Юбилейлӑ фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен — Коми, Мари Эл, Карели, Удмурт республикисенчен тата Киров, Архангельск, Вологодск, Самар, Мурманск, Ярославль, Чулхула облаҫӗсенчен — 30 коллектив хутшӑннӑ. Асӑннӑ фестивальте республика чысне Шупашкарти икӗ ушкӑн — «Акаци» культура кӗрменӗн «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Алевтина Щетинина) тата вырӑс юррисен «Ылтӑн ҫӑлкуҫсем» халӑх ансамблӗ (ертӳҫи Татьяна Григорьева) — хӳтеленӗ. Пултаруллӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене жюри членӗсем — Питерти культура академин вӗрентекенӗсем тата Раҫҫейри паллӑ «Балаган Лимитед» юрӑҫсен ушкӑнӗн солисчӗсем хакланӑ. «Укӑлча» ансамбль конкурс программине хутшӑнма 2 хӑна юрри тата ташӑ такмакӗсем хатӗрленӗ. Хӑйсен юрӑ-ташшипе пирӗн ентешсем фестивале пуҫтарӑннӑ ҫынсене пурне те тыткӑнлама пултарнӑ. Конкур пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх наци йӑли-йӗркисене тытса пынишӗн «Укӑлча» ансамбле II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тем аташтарать пуль ку тетӗр пулӗ материал ятне вуласан. Ҫук, чӑнах-чӑнах: ҫӗнни йӳнелнӗ, кивви хакланнӑ. Сӑмахӑм — ҫурт-йӗр хакӗ пирки-ха. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталти хаксене статистсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчипе танлаштарса пӑхнӑ та ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫӗнӗ хваттерӗн пӗр тӑваткал метр хакӗ вӑтамран 40 пин те 272 тенкӗ тӑнӑ; киввин — 38 пин те 124 тенкӗ. Ҫапла вара ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхи квартал вӗҫӗнчинчен 2 процент чакнӑ иккен, киввин 1 процент хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑн 9-мӗшӗнче пулса иртекен Вожатӑйсен пултарулӑхӗн IV республика фестивалӗ ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене те тума пулать. Фестиваль ӑмӑртӑвне пурӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ҫичӗ уйлӑх тата студентсен педагогика отрӗчӗсем («Звездочка», «Волна», «Лесная Сказка», «Березка», «Росинка», «Белые камни», СПО «Весельчаки») хутшӑннӑ. Вожатӑйсен фестивалӗ «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче иртнӗ. Фестиваль виҫӗ туртӑмпа иртнӗ — юрӑ-кӗвӗ, ташӑ тата видео (педагогика ӗҫ-хӗлне ҫутатса паракан хӑтлав). Ҫапла вара «Вожатӑйсен ушкӑнӗн юрри» номинацире: 1 вырӑн — «Сашкины дети» ушкӑн («Березка» уйлӑх), 2 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Лесная сказка» уйлӑх; «Эстрада ташши» номинацире: 1 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх), 2 вырӑн — «Лесная сказка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх, «Хальхи вӑхӑтри ташӑ» номинацире: 1 вырӑн — «Сашкины дети» ушкӑн («Березка» уйлӑх), 2 вырӑн — «Росинка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх); «Реклама видеороликӗ» номинацире: 1 вырӑн — «Пятая четверть» ушкӑн («Белые камни» уйлӑх), 2 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |