![]() Паянхи куна Чӑваш Енри пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр 157 пин ытла тӑваткал метр шутланать. Вӗсенче 12 пин ҫын пурӑнать. 2013–2015 ҫулсенче республикӑра нумай хваттерлӗ 822 юрӑхсӑр ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Ку ӗҫе вара ятарлӑ программа тӑрӑх ирттерӗҫ. Ҫапла вара республикӑра 4 810 ҫемьене ҫӗнӗ пурӑнмалли кил-ҫуртпа тивӗҫтермелле пулать. Ҫак ӗҫсене йӗркелеме 4 573 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ имӗш. Хӑш-пӗр юрӑхсӑр ҫурта кӑҫалах пӑсма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Минстрой пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен 245 пурӑнмалли ҫуртран 1 414 ҫемье (ку 3 500 ытла ҫын) ҫӗнӗ кил-ҫурта куҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме кӑҫал 1 364,7 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӗрлӗ хӗрес обществи пирки маларах вӗҫӗмех аса илтеретчӗҫ-ха. Халӗ темӗнле ыркӑмӑллӑх фончӗ те пур та, вӑл хӑлхаран кайман сӑмах тееймӗпӗр. Ҫапах та Хӗрлӗ хӗрес обществи халӗ те ӗҫлет иккен. Ытларикун Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ хӗрес обществин председателӗпе Раиса Лукутцовӑпа тӗл пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ене вӑл кунти халӑха гуманитари пулӑшӑвӗ мӗн чухлӗ кирлине пӗлессишӗн килсе ҫитнӗ иккен. Раиса Лукутцкая сӑнанӑ тӑрӑх, Чӑвашра инкексем сахал пулаҫҫӗ иккен. Вӑл республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви Хӗрлӗ хӗрес обществипе килӗштерсе ӗҫленине те палӑртнӑ. Михаил Игнатьевпа Раиса Лукутцкая инфекци чирӗсем, туберкулёз, ВИЧ-инфекци сарӑласран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те калаҫу пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗҫсӗр юлакан рабочисем хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек тухса тӑни те пулнӑ Кун пирки «Regnum» информаци агентстви республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, федерацин «Росспиртпром» унитарлӑ предприятийӗ акционерсен аллине куҫнӑ хыҫҫӑн унӑн Чӑваш Енри предприятийӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнчӗҫ. 2010-мӗш ҫулта Сӗнтӗрвӑрринчи спирт савучӗ хупӑнчӗ, каярах ун пек шӑпа Етӗрнене пырса ҫапрӗ. Пӗр вӑхӑтра Шупашкарти ликёрпа водка завочӗ те хупӑннӑччӗ, анчах 2011 ҫулхи ҫулла вӑл ӗҫлесе кайрӗ. Маларах асӑннӑ информагентство куҫман пурлӑха унитарлӑ предприятирен «Росспиртпром» акционерсен обществине куҫарасси хӑй вӑхӑтӗнче тӑсӑлса кайнине те пӗлтерет. Ҫӗнӗ харпӑрлӑх хурмине куҫнӑ предприяти Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗсенчен республикӑна юлакан акцизсен ҫуррине субсидилеме ыйтнӑ-мӗн. Вӑл укҫана Етӗрнери филиалта пӑрака кӑларассине юсаса ҫӗнетме ярасшӑн пулнӑ-мӗн, унсӑрӑн завода лицензилеме май килмест тесе ӑнлантарнӑ имӗш. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Андрей Белоусовпа тӗл пулсан Етӗрнери спирт савутне ӗҫлеттерсе ярас ыйтӑва хускатнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчӗ Сӑмахӑмӑр сиплени, эмел тавраш ҫырса парни, укол туни пирки мар. Тепӗр тесен ытах чире кайсан киле те пырса пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах паян эпир урӑххи пирки. Калаҫӑвӑмӑр ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳресси ҫинчен. Ҫакна тухтӑрсен хушшинче анлӑ сарас тӗллевпе республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Председатель пулса ӑна республикӑн сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ертсе пыракан комисси хакланӑ. Конкурс тӗллевӗ — «Сывӑ Чӑваш Ен» медицина порталне кӗрекен организацисем хушшинче чи лайӑх сайта палӑртасси. Хальхинче унта 29 учрежденипе врач хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳрессипе тата информацие уҫса парассипе Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникипе тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин штатра тӑман специалисчӗн — эндокринологӗпе танлашакан пулман иккен. Уйрӑм номинаципе те хакланӑ сайтсене. Сӑмахран, информаци енчен уҫӑмли — Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчӗ, Куславккари район больницин сайтне ҫынсем ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашассишӗн час-час кӗреҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 2013-2015-мӗш ҫулсенче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсене пурне те хӑвӑрт купалакан меслетпе хӑпартаҫҫӗ. 100 пунктран ҫиччӗшне кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Ҫывӑх кунсенче уҫма палӑртнӑ тухтӑр ҫурчӗсенчен пӗринче — Ҫӗрпӳ районӗнчи Старак ялӗнчинче — паян тӗплӗ шайри пуҫлӑхсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин элчи Сергей Судьбин, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Ермакова пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн кӑшкарне ҫӗклесе лартнӑ. Унта шыв тата газ кӗртмелле, канализаци тумалла. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне хӑпартассипе район пуҫлӑхӗн асӑрхаттармалли те тупӑннӑ. Строительсем ӗҫе ҫак уйӑхра вӗҫлеме шантараҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сахӑр мешукӗ 55 ҫулхи 2-мӗш ушкӑнри сусӑра Шупашкар район сучӗн йышӑнӑвӗпе 10 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ. Айӑпӗ пулман мар-ха арҫыннӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне вӑл дача ҫуртне кӗрсе сахӑр песукӗ тата ҫава вӑрланӑ. Ҫапла хӑтланса вӑл дача хуҫисене 305 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Шупашкар район прокурорӗн ку вӑл ытла та кӑра айӑплав тесе суда тавӑҫпа тухнӑ, сусӑра условлӑ майпа айӑплама ыйтнӑ. Ҫитменнине тата вӑрӑ айӑпа йышӑннипе правӑна сыхлакан органа хӑех кайнӑ, айванла хӑтланкалӑрӑшшӑн ӳкӗннӗ. Ҫапла вара Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн коллегийӗ арҫынна 10 уйӑхлӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑну кӑларнӑ, сӑнав вӑхӑтне 6 уйӑх тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Спектакльти сыпӑк Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Хусанта иртекен Тӗрӗк халӑхӗсен XI Пӗтӗм тӗнчери фестивальне тухса кайнӑ. Унта вӗсем Эрик-Эмануэль Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле кӑтартӗҫ. Унти харкамҫӑ — вилесле чирлӗ 10 ҫулхи арҫын ача. Ӑна пӑхакан сӗннипе вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупас умӗн Турӑ патне ҫыру ҫырать. Спектакле лартакансем (режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов), пурнӑҫ кирек епле пулсан та хаклине кӑтартасшӑн иккен. Фестивале Раҫҫейри, Турцинчи, Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Туркменистанри коллективсем хутшӑнмалла. Театр форумӗ ӗнер пуҫланнӑ, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче вӗҫленмелле. Чӑваш «пуканисем» хӑйсен пултарулӑхне паян кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Виктор Петров Шупашкарти машин тӑвакан техникумра вӗренекен Виктор Петров ҫак кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл професси, теори тата практика пӗлӗвне кӑтартса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ку ҫӗнтерӳпе техникум тивӗҫлипех мӑнаҫланма пултарать. Ҫук, тахҫан та пӗрре ҫӗнтернипе мар. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӳ илекенсем Раҫҫейри олимпиадӑсенче ҫӗнтересси ырӑ йӑлана ҫаврӑннипе. 2011 ҫулта, акӑ, Дмитрий Иванов, 2009-мӗшӗнче Павел Вторкин пӗрремӗш мала тухнӑ. 2007-мӗш ҫулта Иван Сергеев, пӗлтӗр Прохор Чугунов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, 2010-мӗшӗнче Екатерина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Елчӗк «Елчӗкре паян ниҫта та шыв тупма ҫук. Урамра шӑрӑх. Колонкӑсем ӗҫлемеҫҫӗ, хваттерсене шыв кӗмест. Пуҫлӑхсем вырӑнти хаҫатра ҫапла ҫырчӗҫ: «Ҫынсем колонкӑри шывпа ҫӗрулми анине шӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа шыва ирхине 4 сехетре пуҫласа каҫхи 9 сехетчен паратпӑр». Тӗрӗссипе вара ирхи 4 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен ҫеҫ параҫҫӗ. Талӑкне — 3 сехет. Ҫынсем шыв илме ҫухрӑмран ҫырмари ҫӑла ҫӳреҫҫӗ... Мунча та ӗҫлемест... Пушар тухас пулсан мӗн тумалла?» Пирӗн сайта ҫапларах ҫыру килчӗ. Шывпа тивӗҫтернӗ чухне кӑлтӑксем пулкалаҫҫех ӗнтӗ, уйрӑмах ҫак типӗрех тӑракан ҫанталӑк хушшинче. Елчӗксемшӗн ыйтӑвӗ чӑнах та ҫавӑн пекех ҫивӗч-ши? |
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче кашни ҫулах черетпе ял кунне уявлаҫҫӗ. Кӑҫал Кӑкшӑм ялӗн кунне уявлама шутланӑ —кӑҫал вӑл шӑпах 545 ҫул тултарать. Уява ял пуҫӗнче вырнаҫнӑ Ҫамрӑксен урамӗнчи уҫланкӑра ирттерес тенӗ. Кунта ятарлӑ сцена, хӑнасене лармалли саксемпе сӗтелсем ӑсталаса лартнӑ. Ял пуҫлӑхӗ К.Н.Михайлов уява уҫнӑ май паянхи уява ирттерме пулӑшнӑ спонсорсене, ял халӑхне тав сӑмахӗ каларӗ. Уяв хӑнисем Н.Ю. Миронова, «Заветы Ильича» колхоз передседателӗ В.И. Иванов, Палтай чиркӗвӗн священникӗ Владимир атте, Пӗрҫырлан ял пуҫлӑхӗ Н.Ю. Степанова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ. Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова «Кӑкшӑм ял историйӗ» доклад каласа пачӗ. Вӑл шкулти Ӗҫпе ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, тавралӑх кун-ҫулӗпе интересленет, архиври документсемпе паллашнӑ май Людмила Иосифовна Кӑкшӑм ялӗ революциччен Байбахтино ятлӑ пулнине шыраса тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |