Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Критиксене пула ҫӗнетнӗ «Сутӑн илнӗ чыса» пӗрремӗш хут кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.01.2014 13:11 | 1837 хут пӑхнӑ
Культура Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн
Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн

Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче «Сутӑн илнӗ чыс» драмӑн ҫӗнетнӗ вариантне кӑтартнӑ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.

Чи малтанах Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыса» пӗлтӗр, юпан 17-мӗшӗнче, кӑтартнӑччӗ. Спектакле ун чухне чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑччӗ. Хальхинче кам режиссёр пулнине Тимӗр Акташ пӗлтермерӗ. Пьесӑра Афган вӑрҫин вӑхӑтне ҫутатса панӑ.

Ку спектакль унччен виҫӗ хутччен халӑх тулли пухӑннипе иртнӗ пулин те ӑна критиклекенсем те тупӑннӑ иккен. Афган вӑрҫине хутшӑннисене, сӑмахран, ордена тивӗҫсӗррине пани килӗшмен. Тимӗр Акташ хыпарланӑ тӑрӑх куракансене Николай Сергеев артист вылякан Манко сӑнар кӑмӑла кайман имӗш (Тимӗр Акташ сӑлтавне пӗлтермест). Тепӗр самант — пьесӑра наркотик темине ҫутатни. Спектакль курма ача-пӑчана та илсе килеҫҫӗ те ку вӑл вӗсене япӑххине вӗрентме пултарӗ тесе сӑмахланӑ. Ҫавах та кунта каласа хӑварас пулать — спектакль ку пулӑма лайӑх енчен ҫутатмасть. Ҫак критикӑсене пулах ӗнтӗ тӑваттӑмӗш хут лартасси пирки пӗлтернӗ пулин те спектакле кӑтартман, ӑна ҫӗнетес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ.

Юнкун, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗнетнӗ спектакле куракансем умне кӑларнӑ. Тимӗр Акташ уйрӑмлӑхсене илсе кӑтартать: орден пирки сӑмах халь ҫук, Манькон ҫӗнӗ ҫар ячӗ илтӗнмест (ӑна ӳстернӗ пулин те). Пуҫламӑш тата вӗҫӗнчи сценӑсем улшӑннӑ. Сӑмахран, халь мӑсӑлман кӗллин сасси янрамасть — Анатолий Хмыт шухӑшӗпе, капла йышӑнни халӑхӑн йӑли-йӗркине тивӗҫлӗн кӑтартакан майсене ҫухатнӑ.

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче ку спектакле — ҫӗнетнине — тепре кӑтартӗҫ.

#Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #театрсем, #спектакльсем, #академи драма театрӗ

 

Комментари:

Agabazar // 1485.81.4869
2014.01.20 20:36
Agabazar
Эх-ха-хай!...
Çакнашкал кунсем те çитрĕç-ши ĕнтĕ!....
Мĕнлерех япала ку: Ĕççыннисем ыйтнипе, критиксем хистенипе.... Критикĕсем камсем-ши? Ячĕсем, хушамачĕсем пур-и вĕсен?
Ку пĕтĕмпех тахçан ĕлĕк "Айтарпа" пулса иртнĕ мыскарана аса илтерет....
А.ХМЫТ // 1299.77.8940
2014.01.20 22:30
Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле! Ассăн сывласа - пуласлăха кĕл тăвасси çеç юлать! Пьеса хăйĕн актуаллăхне çухатмарĕ пуль тетĕп! Мĕн тесен те-куракансем хаклĕç! Тавах пурне те!
Agabazar // 1485.81.4869
2014.01.20 23:18
Agabazar
Тĕнчен саманисем те саккăр, тамашисем те тăххăр....
Тата çавнашкалрах мыскара "Урасметпе" пулса иртнĕччĕ пулас.
Тата " Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" текеннипе.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.01.21 01:17
Чан та, кам хăйнă-ши критиклеме?
Андрей Михайлов // 2906.23.9054
2014.01.21 17:05
Манăн шутпа пьесăн тĕшши пур, çавăнпа калаçтарать...
Анатолий ХМЫТ // 1299.77.8940
2014.01.21 17:18
Анчах та... Эпир калаçнă самантра "критиксем" культура министерствине çитнĕ. Паян вара, çак самантра, театр пьеса хупасси пирки калаçать! Самана!
Анатолий ХМЫТ // 1299.77.8940
2014.01.21 17:22
Ыйту çине хуравласа. "Критикĕсем" Афган вăрçин ветеранĕсен пĕрлĕх ертӳçисем! (Хушаматсене асăнмастăп) Пьесăра чăнлăх шыраççĕ - тен, тĕп сăнарта хăйсене курнă-и - чăнлăхĕ вара кунта пĕрре çеç - вăрçă! Унăн тискерлĕхĕпе хаярлăхĕ...
Анатолий ХМЫТ // 1299.77.8940
2014.01.22 22:01
Анчах та... пьесăна хăварнă теççĕ.Хальхинче паллă мар çĕр-шывра, паллă мар салтаксем, паллă мар тăшмансемпе çапăççаççĕ! Тĕлĕнмелле! Мĕн амакĕ ку? Паллă мар Афган вăрçин "паттăрĕсем" пур - вăрçи вара таçта кайса çухалнă! Самана! Халăх хăйсенчен те ухмахрах теççĕ-ши?
Алина // 2637.94.8479
2014.01.23 12:51
Çав вăхăтрах ку спектакльшăн савăннă афганецсем те пур. Вĕсен чысне вăрçă тасамарлăхĕ пырса тивмен. Леш "критиксен" шайне анса ларман вĕсем, премьерана тивĕçлĕ йышăнна. Сцена ăстисен, тен, вĕсен шухăшне тĕпе хумалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем