Вӑрмар районӗнчи Саруй ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. Ӑна урнӑ чире пула йышӑннӑ.
Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, чӳкӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл йытти тепӗр чӗрчунпа туллашнине илтнӗ. Ирхине вӑл картишре тилӗ виллине тупнӑ та кун пирки Чӑваш Енри патшалӑх ветеринари службине пӗлтернӗ. Специалистсем вырӑна килнӗ, тилӗ виллине тӗпчеме илсе кайнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫалӑха хлор извеҫӗн ирӗлчӗкӗпе дезинфекциленӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе урнӑ чиртен вакцина тунӑ.
Тилӗ виллинче урнӑ чир генӗ пуррине ҫирӗплетнӗ. Халӗ хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе пӑхсах тӑраҫҫӗ.