Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан Николай Фролов суйлав участокне чӑвашла тӗрленӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑнса кайнӑ. Кун пирки Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ.
Николай Николаевич асӑннӑ учреждение юрлама ҫӳрет. Унта «Калинушка» ансамбль ӗҫлет. Пултарулӑх коллективне Валентина Телей ертсе пырать. Николай Николаевич — асӑннӑ коллективӑн солисчӗ.
Николай Фроловӑн мӑшӑрӗ Екатерина Сильвестровна вара килте сасӑлама кӑмӑл тунӑ. «Мана кун пек меллӗрех», — тесе вӑл участока кайман.
Сӑмах май каласан, Фроловсем пӗлтӗр ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Килӗштерсе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан ҫак мӑшӑр виҫе ача ҫуратса вӗсене юратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ вӗсем ылтӑн алӑллӑ.
