Ҫитес ҫул Раҫҫей Федерацийӗнче Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинче Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫавна май эпир Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн филологи тӗпчевҫисен пӗрлӗхӗ ҫӗнӗ литература ӑмӑртӑвне пуҫарать. Ӑна эпир «Шан мана, тӗнче!» ят патӑмӑр, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтокие (1905–1942) халалларӑмӑр.
Ку литература ӑмӑртӑвӗ малтанхисенчен кӑшт уйрӑлса тӑрать. Енчен те унчченхисене эпир фантастикӑпа фэнтези стилӗпе ҫыртараттӑмӑр пулсан ку хутӗнче конкурс теми ҫапла: хайлаври харкамҫӑн (геройӑн) кӑткӑс лару-тӑруран ӑнӑҫлӑ тухма, ыр ӗҫпе палӑрма, пултарулӑхпа паттӑрлӑх кӑтартма мехел ҫитермелле. Е, кӗскен каласан, хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартма пултармалла. Малтанхи пекех жанрсем ирӗклӗ — сӑвӑ та, калав та, сценка-пьеса та йышӑнатпӑр. Литӑмӑртӑвӑн положенийӗпе тӗплӗн кунта паллашма пулать.
Ӗҫсене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнатпӑр (ҫителӗклӗ ярса памасан ку тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма ирӗк пур). Конкурса ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлатпӑр.
Agabazar // 1548.44.1898
2014.11.18 20:30 | |
Позитивлă герой