Республикӑра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ. Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта паян «Чӑваш ачи, сассуна пар!» фестиваль пулнӑ.
Уява районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫнӑ. Вӑл уява пухӑннисене Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Поэтӑн «Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр…» сӑвӑри йӗркесем фестивале хутшӑнакансене тыткӑнланӑ, ҫунатлантарнӑ. Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина та пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, ачасене ҫитӗнӳ тумашкӑн ӑнӑҫу суннӑ.
Фестивале Комсомольски районӗнчи 17 шкулти ачасем хутшӑннӑ. 5-7-мӗш классен йышӗнче Хырай Ӗнел шкулӗнче вӗренекен Егор Мартынов «Салтак шӑпи» хайлава вуланӑ. Тӑманлӑ Выҫлири Никита Бархонов — «Хурҫӑ шанчӑк», Шурут шкулӗнчи Алиса Голубева — «Инҫе ҫинҫе уйра уяв», Анастасия Тишова «Ҫӗн кун аки» сӑвӑсене пӑхмасӑр каланӑ.
Ҫӗҫпӗл Мишшине халалланӑ фестивале тутар ачисем те хутшӑннӑ, поэт сӑввисене вуланӑ.