Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Шупашкар районӗнче ВИЧ-инфекциллӗ 4 амӑшӗ сывӑ ача ҫуратнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 18.11.2014 15:26 | 1484 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна халалланӑ вунӑкунлӑх иртет. Шупашкар районӗнче ВИЧ-инфекциллӗ 36 ҫын пурӑнать.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫакна пула 6 ҫын вилнӗ. СПИД стадине пула 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Канаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче те ВИЧ-инфекципе чирлекен нумай. Шупашкар районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ тӑватӑ амӑшӗ ача ҫуратнӑ. Пурте сывӑ.

Республикӑра кӑҫалхи 9 уйахра 124 ВИЧ-инфекциллӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнче. Шупашкар район пульницинче Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн медӗҫченсем валли семинар иртӗ.

Чӳкӗн 24–25-мӗшӗсенче Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли центрта та Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫынсем инфекционистпа, дерматологпа, психологпа канашлама пултараҫҫӗ.

#СПИД, #Шупашкар районӗ, #статистика, #сывлӑх, #уҫӑ алӑксен кунӗ, #Канаш районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Куславкка районӗ, #Канаш районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем