Республикӑн ӗҫ ветеранӗ ята малашне пирӗн республикӑра сахалтарах ӗҫ стажӗ пулсан ат пама тытӑнӗҫ. Тивӗҫлӗ Хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫав ята тивӗҫес тесен халӗ арҫынсене 45 ҫул стаж кирлӗ, хӗрарӑмсене — 40 ҫул. Малашне ун чухлех тар тӑкмасан та ун пек ята пама тытӑнӗҫ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажне 2,5 ҫул таран чакарнӑ. Ҫапла вара 42,5 ҫул ӗҫленӗ арҫынсем ветерансем пулса тӑрӗҫ, хӗрарӑмсем — 37,5 ҫул тар тӑкнӑ хыҫҫӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство ларӑвӗнче каланӑ. Ветеран ятне памалли чикке чакарасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ-ха. Анчах ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ та, тытӑнса тӑнӑ. Халӗ «кӗмӗле» ӑҫтан илессине те палӑртнӑ. Малашне патшалӑх служащийӗсене ҫурт-йӗр туянма патшалӑх хыснинчен субсиди пама пӑрахӗҫ те тупрана ветерансене тӳлеме ярӗҫ.