Раштавӑн 3-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн делагацийӗ сӗннипе ООНӑн Тӗп ассамблейи 1992 ҫулта ҫирӗплетнӗ.
Ку кун — шӑпа сывлӑх енчен кӳрентернӗ пулин те хуҫӑлманнисен хӑватне палӑртакан дата. Тата, паллах, сыввисен хамӑр хушӑра инвалидсен нуши-терчӗ пирки манмалла маррине, вӗсене пулӑшмаллине аса илтересшӗн.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗ 1157 сусӑра пӑхса тӑрать. Вӗсенчен 60-шне киле кайса пӑхса тӑраҫҫӗ, 29-шӗ вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмсенче пурӑнать.
Реабилитаци валли техника хатӗрӗсем илме 1068 ҫын учетра тӑрать. Ҫав хатӗрсемпе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 834 ҫынна тивӗҫтернӗ.
Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ умӗн нумаях пулматсь Кӳкеҫри «Улӑп» спортпа сывлӑх центрӗнче районти фестиваль иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна вуннӑмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсемпе арҫынсем, шкул ачисем хутшӑннӑ. Вӗсем дартс, вырӑс шашки, шахмат енӗпе тупӑшнӑ. Мала тухнисем дипломсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (5)