Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Красноармейски районӗнчи ЧНК уйрӑмӗн ларӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 12.02.2014 21:18 | 1147 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫи З.Михайлова
ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫи З.Михайлова

Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ.

Чи малтанах ларӑвӑн тӗллевӗпе тата ларура пӑхса тухмалли ыйтусемпе уйрӑм ертӳҫи З.Михайлова паллаштарчӗ. Унтан правлени пайташне, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумне, Николай Ершова сӑмах пачӗ. Николай Гаврилович Чӑваш наци конгресӗн историйӗпе паллаштарчӗ, 21 ҫул каялла конгресӑн пӗрремӗш съездне хутшӑннине аса илчӗ. Сӑмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплӗ хӑна пулса ЧНКан пур съездне те хутшӑннӑ иккен. ЧНКан пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан материалсем те чылай унӑн. ЧНК историйӗ ҫинчен тата кашни съезд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн Трак енре мӗнле ырӑ ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен ҫитес вӑхӑтра «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ҫутатса пама шантарчӗ.

Малалла Зинаида Петровна правлени членӗсене Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн йышӑнӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫак йышӑну тӑрӑх 2014 ҫулта Трак енре туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалли ҫинчен каларӗ. Красноармейскинчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн патшалӑх, обществӑпа политика пайӗн редакторӗ Ю.Борисов, районти историпе таврапӗлӳ музейӗн организаторӗ В.Тихонова, район вулавӑшӗн тӗп библиотекарӗ С.Гурьева, ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗн аслӑ методисчӗ Л. Игнатьева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарчӗҫ.

Правлени пайташӗсем харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче чӑвашлӑха упрас тата аталантарас тесе, Культура ҫулталӑкне тухӑҫлӑ палӑртас тесе мӗнлерех ӗҫсем туса ирттерме май пуррине палӑртрӗҫ, ҫитес вӑхӑтра мӗн-мӗн туса ирттермеллине, кам-кам яваплӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ. Лару кӑмӑллӑ иртрӗ. Правлени членӗсем уйӑхра пӗрре пухӑнса, калаҫса-канашласа, палӑртнӑ ӗҫсене йӗркелесе пыма йышӑнчӗҫ. ЧНК уйрӑмӗ хӑйӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттерсе пыракан ӗҫсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ ҫутатса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ.

#пухусем, #Красноармейски районӗ, #ЧНК, #вулавӑшсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем