Ялта пуранакансем ҫеҫ мар, хулара тӗпленнисем те йытӑ усрама кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах тӑватӑ ураллӑ тус ыттисене сиен кӳме пултарассине манмалла мар.
Акӑ иртнӗ эрнере Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ҫын килте йытӑ тата ытти чӗрчуна усранӑ чухне пӑхӑнмалли йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ явап тыттарнӑ. Шупашкар хулин Мускав районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак районта йытӑ тытакан тӑватӑ ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе вӗсен 2000 тенкӗ штраф тӳлемелле.
Йытӑ ытти ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни паллӑ ӗнтӗ. Пӗрре пӑхсан — тӑватӑ ураллӑ тус ҫыртмасть пек туйӑнать. Анчах кирек мӗнле йытӑ та ҫын сывлӑхне е пурлӑхне сиен кӳме пултарнине манмалла мар. Шел те, Шупашкар урамӗсенче йытта сӑмсалӑхсӑр, сӑнчӑрсӑр илсе тухнине халӗ те курма пулать.