Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин шӑпине сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.02.2014 19:11 | 1528 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ.

Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ.

Сӑнсем (15)

#наци вулавӑшӗ, #ҫавра сӗтелсем, #тӑван чӗлхе кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ, #вулавӑшсем

 

Комментари:

Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.24 22:48
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ Чăваш наци вулавăшĕпе пĕрле Тăван чĕлхе кунне халалласа «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть…» ятпа çавра сĕтел ирттернин усси пулмасть ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хăйĕн сайтне: http://chgign.ru ют чĕлхепе çеç тунă.
Конми // 1254.12.9203
2014.04.12 13:45
Пирĕн чĕлхеçĕсем сăмах пулăвне çителĕксĕр тĕпченĕрен орфографие çапла кулăшла мăкăлтаса хучĕç. Хутлă сăмахсен этимологине курма-тавçăрма меллĕ ку уксах орфографи, анчах сăмахне сăмахсартан шăлса пăрахать: сăмахсарта тымар сăмахсем анчах юлаççĕ. Пуплеше анлăлатас тĕлĕшпе стиль йывăрлăхĕсем йышлăланчĕç. Чĕлхеçĕсем хăйсен ĕçĕсене чăвашла çырсах каймаççĕ те ку нушана пĕлмеççĕ. Китай императорĕ авал нумай сыпăклă ятсем тума чарнине асилтерет ку орфографи.
Тымарсене сыпăнтарса çĕнĕ сăмахсем тăвасси пур чĕлхере те (вырăс чĕлхинче те!) анлă сарăлнă мел. И.Павлов чĕлхемĕрте вырăссен евĕр çыпăçтаракан уçă сасă çукран икĕ е виçĕ тымар сăмаха пĕрле çыпăçтарма чарас терĕ. Орфографи авторĕсем, И.Адреев та унпа килĕшнĕрен, çапла пăсса хучĕç орфографие. И.А. кайран: "Эпĕ шутламан та кун пек тăвасса",- тетчĕ. Вырăссен те сăмахсене çыпăçтаракан уçă сасăсăрах пĕрлештернĕ тĕслăх нумаййине те тавçăрайман ĕнтĕ. Пĕрле çырни вуласа ăнланассине çăмăллатать. Çакна шута илсе пĕрле çырма юрать тенине кĕртсе хăварма май килчĕ ун чухне. Планпа тунă ĕçе йышăнтармах тăрăшрĕç: ара ĕçтешĕсем ĕç укçи илнĕ,Институт тӳленĕ-çке!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем