Республикӑра
![]() Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ. Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ. Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |