Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: цирксем

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сӑнӗ
«Про Город» сӑнӗ

Шупашкара гастрольпе килнӗ циркра пӑтӑрмах пулнӑ — крокодил сцена ҫинчен анса куракансем патне каҫнӑ, чылайӑшӗн сехрине хӑптарнӑ.

«Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ чӗрчунсене алла хӑнӑхтараканпа крокодил цирк кӑтартнӑ хушӑра пулнӑ. Чӗрчунсене алла хӑнӑхтаракан ҫав ҫын сценӑн тепӗр енне кайсан крокодил хӑвӑрттӑн шуса куракансем патне каҫнӑ.

Паллах, нумайӑшӗ хӑраса ӳкнӗ. Юрать, цирк ӗҫченӗ крокодил ҫухалнине тӳрех асӑрханӑ, чӗрчуна алла илсе сцена ҫине хӑпарнӑ, унтан ӑна чаршав хыҫне илсе кӗнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ Наталия ҫулерех асӑннӑ кӑларӑм журналистне каланӑ тӑрӑх, крокодил ун аллинче самаях ҫапкалашнӑ.

Цирк ӗҫченӗсем крокодил куракансемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратманнине, мӗншӗн тесен ӑна сӑмсалӑх тӑхӑнтартнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49459
 

Хулара Дмитрий Хайбуллин тунӑ сӑн
Дмитрий Хайбуллин тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫынсем мӗн асӑрханине пӗлетӗр-и? Нихӑҫан та шухӑшламан-туман ҫӗртен иртен-ҫӳрен упа курнӑ. Хулана ӑҫтан килнӗ вӑл?

Упана ӳкернӗ сӑна Дмитрий Хайбуллин «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Упа «Химик» культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ.

Кӗҫех вӑл ӑҫтан тупӑнни те паллӑ пулнӑ. Хулана Пензӑран цирк килнӗ-мӗн. Цирк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, упа хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Цирк паянах ҫула тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1822
 

Хулара

Раштавӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен Шупашкара «Виктория» шапито-цирк артисчӗсем «Хӗл Мучи патӗнче хӑнара» программӑпа килсе ҫитнӗ. Унпа Шупашкара 500 ҫул ятлӑ паркра паллашма пулать. Программӑра — упӑте, кенгуру, упа, варана, пирӗн патра ҫук кайӑксем. Тата тӗрлӗ жанрлӑ цирк ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.

Республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулӑшнипе ачасене унта тӳлевсӗр кайса курма май туса панӑ. Анчах уншӑн шӑпӑрлансене ӑмсанмаллах та мар-тӑр тепӗр енчен. Мӗн тесен те вӗсем — телейсӗрскерсем-ҫке. Тӳлевсӗр билета ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тӑрса юлнисене, пурӗ 150 ачана, уйӑрма йышӑннӑ.

 

Хулара

Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем паян Раҫҫейӗпех пикета тухма палӑртнӑ. «Умка» ыркӑмӑллӑх фончӗ «Шупашкара 550 ҫул» паркра вырнаҫнӑ «Виктория» цирк-шапито умӗнче пикет ирттерме палӑртнӑ.

Ҫапла утӑм патне ҫитнисем циркра чӗрчунсене усӑ куртарасшӑн мар иккен. Вӗсен шучӗпе чӗрчунсене япӑх условире тытаҫҫӗ. Халӑх патне ҫак информацие вӗсем плакатсемпе листовкӑсем урлӑ ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

Паян Питӗрте тата Северодвинскра та «Чӗрчунсемсӗр цирк» пикет иртмелле пулнӑ.

 

Тӗнчере

Чӗрчунсен правине сыхлас енӗпе чан ҫапакан ҫынсене ку хыпар савӑнтармалла. Мехикӑра Хула канашӗ циркра чӗрчунсене усӑ курма чаракан йышӑну тунӑ. Чарӑва пӑхмасӑрах чӗрчунсене аренӑна илсе тухакансене 45 пин доллартан пуҫласа 60 пин доллар таран штрафлама тытӑнӗҫ.

Ҫапах та саккун хӑш-пӗр ирӗке парать-ха. Акӑ, дельфинсен шыври шоуне ҫынсем ӳлӗмрен те курса савӑнӗҫ. Йӑлана кӗнӗ Мексика родеоне те чарма шухӑшламаҫҫӗ. Мексика циркӗнче ӗҫлекен Стивен Пэйн кун пек ҫемҫелӗх пуррине кура саккунта икӗпитлӗх сӗмӗ сисӗннине палӑртнӑ. Ун шучӗпе вӑл ӗҫлекен Ringling Bros цирк чӗрчунсене сыхлас ыйтупа влаҫрисемпе ӗҫлеме хатӗр. Енчен те тӳре-шара циркри чӗрчунсен условине лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать пулсан ку ыйтӑва татса памалла тесе шухӑшлать иккен эпир маларах асӑннӑ Стивен Пэйн. Енчен влаҫрисем урӑх тӗллевӗллӗ пулсан цирк федераци округӗн тулашӗнчи куракансене савӑнтарма хистет.

Циркра ӗҫлекенсен чӗрчунсене вӗсем начар тумаҫҫӗ. Чӗрчунсене циркра усӑ курмалла мар текенсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2014/06/10/circus/
 

Пӑтӑрмахсем Паркра тупнӑ крокодил вилли
Паркра тупнӑ крокодил вилли

Вилнӗ крокодил Шупашкар ҫыннисене чутах чӗресӗр хӑварман. Унӑн кӗлеткине суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче юр ирӗлсен тупнӑ.

Крокодила чи малтанах центр ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳрекен ачасем асӑрханӑ. Хӑраса ӳкнӗскерсем кун пирки аслисене пӗлтернӗ. Крокодил Шупашкара мӗнле лекнине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫӑмлатма май килмен. Ҫынсен шухӑшӗпе, вилнӗ крокодила цирк ӗҫченӗсем хӑварма пултарнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те ку Омскри шапито циркӑн «ӗҫӗ» пулнине пӗлтернӗ.

Темиҫе уйӑх каялла, чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче, Шупашкара Омскран килнӗ циркра крокодил вилнӗ-мӗн. Цирк ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӑчӑ пулнипе сывлама чарӑннӑ.

Цирк администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, дрессировщик крокодила ҫӗрле террариума хупнӑ. Тепӗр кунхине чӗрчун вилнине асӑрханӑ. Рептили температурӑна питӗ сисӗмлӗ-мӗн. Ертӳлӗх крокодил вилни пирки пытарман. Анчах унан виллине ӑҫта хуни пирки шарламан.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, дрессировщик вилнӗ чӗрчуна Шупашкар: 500 ҫул паркра хӑварнӑ. Сывлӑш температури сивӗ пулнӑран вӑл ҫуркуннечченех лайӑх упраннӑ.

Крокодила тупнӑ вырӑна ҫитнӗ полицейскисем те ҫакнашкал шухӑшлӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://omskzdes.ru/society/24112.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та