Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем паян Раҫҫейӗпех пикета тухма палӑртнӑ. «Умка» ыркӑмӑллӑх фончӗ «Шупашкара 550 ҫул» паркра вырнаҫнӑ «Виктория» цирк-шапито умӗнче пикет ирттерме палӑртнӑ.
Ҫапла утӑм патне ҫитнисем циркра чӗрчунсене усӑ куртарасшӑн мар иккен. Вӗсен шучӗпе чӗрчунсене япӑх условире тытаҫҫӗ. Халӑх патне ҫак информацие вӗсем плакатсемпе листовкӑсем урлӑ ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Паян Питӗрте тата Северодвинскра та «Чӗрчунсемсӗр цирк» пикет иртмелле пулнӑ.
Ыран гражданла хӳтӗленӳ тытӑмне йӗркеленӗренпе 82 ҫитет. Ҫав ятпа ҫӗршывӗпех тренировкӑсем иртмелле. Унта влаҫ органӗсем, муниципалитетсем тата организацисем хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — гражданла хӳтӗленӳ енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне тӗрӗслесси, тӗрлӗ ведомствӑсем инкеклӗӗҫсене хатӗррипе хатӗр марине палӑртасси иккен. Ҫӑлавҫӑсен ӗҫне Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин наци центрӗ йӗркелесе пырӗ.
Чӑваш Енре тренировкӑна икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Пӗрремӗшӗнче инкек пирки асӑрхаттару тытӑмӗ епле ӗҫленине пахалӗҫ. Иккӗмӗшӗнче эвакуации пункчӗсем, хӳтӗленӳ хатӗрӗсене памалли пунктсем, радиации, хими тата биологи сӑнавне ирттермелли постсем, апатпа тата ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен куҫса ҫӳрекен пунктсем йӗркелӗҫ. Васкавлӑ службӑсем Шупашкарти ГЭСра техногенлӑ лару-тӑру сиксе тухас пулсан ӑна пӗтерессипе епле ӗҫлемеллине те палӑртӗҫ.
Калӑпӑшлӑ вӗрентӳ юпан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре черетлӗ хахайт (тревога) янӑрӗ. Анчах унтан хӑрама кирлӗ мар, ӑна халӑха инкек-синкекрен асӑрхаттармалли тытӑм республикӑра епле ӗҫленине тӗрӗслес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. «Пурне те тӑнлама чӗнетпӗр!» текен сас ирхи вунӑ сехетре янӑраса кайӗ.
Гражданла хӳтӗлев тренировки пуҫланнине пӗлтерсе урамри сиренӑсем, хыттӑн калакан хатӗрсем, радио тата телекурав каналӗсем пӗлтерӗҫ. Вӗренӳллӗ тревога пулнине кура ҫынсене шикленсе ӳкме сӗнмеҫҫӗ.
Чӑннипех ун пек сигнал янӑрасан вара (кӑна пӗлме тесе асӑрхаттараҫҫӗ) ҫынсен радиоприемник, телевизор — кама хӑшӗ меллӗрех ӗнтӗ — яма сӗнеҫҫӗ. Илтнӗ информаци пирки ӗҫтешсене, килтисене, тӑван хурӑнташа, пӗлӗш-тантӑша систермелле.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.
Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.
Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.
Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.
Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру яма йышӑннӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑ ачисем ҫинчен пырать. Тӗрӗсрех, вӗсене патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси пирки.
Вӑрҫӑ ачисен шутне 1928–1945-мӗш ҫулсенче ҫуралнисене кӗртме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗршыв шайӗнче саккун йышӑнса вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас шухӑш депутатсен мӗнпур корпусӗ пырса тухнине палӑртнӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Петр Краснов.
Чӑваш Енӗн парламентарийӗсем ҫыру ярас шухӑшпа пӗр майлӑ пулса килӗшнӗ.
Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, ку тӗслӗхре урӑхла пулаймасси паллӑ ӗнтӗ. Сӑмахӑмӑр Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ухмахла ашкӑнни пирки пырать. Аса илтеретпӗр, вӗсем ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗпе коридора йӑтса тухнӑ, ыйхӑран вӑратнӑ, хӑратнӑ. Пӗр арҫын ачана матрасӗ-утиялӗпе пӗрле ваннӑна хунӑ, душ кӗмелли шлангран шыв янӑ. Ун пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Ҫӗршывӗпе янӑракан тӗслӗх хыҫҫӑн ведомствӑсем хушшинчи комисси васкавлӑ майпа канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва хупӑ алӑк хыҫӗнче ирттернӗ-ха. Унччен вара журналистсене пухса кӗске калаҫу йӗркеленӗ. Брифинг вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӗренӳ институтӗнче вожатӑйсене хатӗрлемелли программа хатӗрлесшӗн. Психологсем вара хирӗҫтӑруллӑ лару-тӑрура епле тытмалли пирки сӗнӳсем хатӗрлесшӗн. Ку вӑл килес ҫула палӑртнӑ ӗҫ. Анчах Вӗренӳ министерстви унччен алӑ усса ларасшӑн мар-мӗн. Сӑмахран, вожатӑйсене ҫывӑх вӑхӑтра психологи тата педагогика тӗлӗшӗнчен тест витӗр кӑларасшӑн.
Сӑмах май, ӗнер Шупашкарти Константин Иванов палӑкӗ умне асӑннӑ уйлӑхра пӗрремӗш сменӑра каннисем хӑйсен вожатӑйӗсене хӳтӗлес тӗллевпе ятарлӑ акцие пухӑннӑ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче дипломсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Хӑйсен ӗҫӗсене куҫӑмсӑр майпа кӗске формӑпа вӗренекен студентсем хӳтӗлерӗҫ.
Студентсем хӳтӗлеве тӗплӗн хатӗрленни курӑнчӗ: патшалӑх комиссине юрӑпа тата сӑвӑсемпе саламларӗҫ, тумланма та чӑваш тумӗсене тӑхӑннӑччӗ вӗсем. Хӑйсен ӗҫӗсене те тӗплӗ хатӗрленӗ — Сӗнтӗрвӑррипе Элӗк районӗсенчи халӑх пултарулӑхне питӗ лайӑх тишкерни сисӗнчӗ. Ҫак ушкӑнри студенсем ытларахӑшӗпе театр пӗлӗвӗ енӗпе диплом ҫырнӑ пулсан, Н.Плотников студент чӑваш компьютер терминологине тӗпченӗ. Л.П. Сергеев, комисси ертӳҫи, пӗчӗк кӑлтӑксем ҫеҫ курчӗ.
Вӗсемпе перлех Чӗмпӗр тата Тутарстан тӑрӑхӗнчи студентсем те хӳтӗленчӗҫ — вӗсен темисем раснарахччӗ — кунта Юхма Мишши, Сергей Павлов пултарулӑхне тӗпчени те, ачасен пуплевӗнчи йӑнӑшсене тишкерни те пулчӗ.
Патшалӑх комиссийӗ пӗтӗмӗшле илсен диплом ӗҫӗсем чаплӑ пулнӑ тесе пӗлтерчӗ — «5»-пе, «4» ҫеҫ пулчӗҫ. Комисси пайташӗсем хӳтӗлевҫӗсене лайӑх паллӑсем илнӗ ятпа саламларӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |