Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.
Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.
Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.
Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.
Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Тӑлӑхсене ҫурт-йӗр парас ыйтӑва татса пыраҫҫӗ, социаллӑ пулӑшу та вӗсене кӳреҫҫӗ. Ҫапах та Вячеслав Рафинов тӑлӑхсем валли тӑвакан ҫут-йӗре ӗҫе вырнаҫма май пур вырӑнсенче хӑпартсан аванраххине палӑртнӑ. Ача ҫурчӗсем чакни — тӑлӑхсене усарва илни — лайӑх кӑтарту.
Усламҫӑсем вара ҫӗр лаптӑкӗсене тара илнӗ вӑхӑта тӑсасси йывӑррине палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки вӗсен хӳтӗлевҫи Владимир Иванов асӑнса хӑварнӑ.