Шупашкар районӗнчи «Ылтӑн пучах» уйлӑхра пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, унта вожатӑйсем канма пынисене ҫывӑрма памасӑр тӑрӑхланӑ иккен.
Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май тӗпчевҫӗсем унта ӗҫлекенсемпе тата учреждени ертӳҫисемпе калаҫнӑ иккен. Вожатӑй пулса ӗҫленӗ каччӑн кӗнтели тесе ыйтса пӗлнӗ ҫынран карас телефонӗпе нотубука тытса илнӗ. Унта пӑтӑрмаха ӳкерсе те ҫырса илнӗ самантсем пулнӑ-мӗн. Тӗпчевҫӗсем ача-пӑча уйлӑхӗнче шырав ирттернӗ май хӑш-пӗр ӗҫ хучӗсене пуҫтарса илнӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавсем тӑрӑх та тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ. «Уйлӑх ертӳҫисен тыткалӑрӑшне право тӗлӗшӗнчен хак парӑпӑр», — тесе пӗлтернӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-службин пуҫлӑхӗ Олег Дмитриев.
Сӑмах май, ку факта тӗрӗсленине республика прокуратури ҫирӗп сӑнаса тӑма шантарать. Пӗр ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать теҫҫӗ те, прокурорсем районсемпе хуласенче вырнаҫнӑ мӗнпур уйлӑха тӗрӗслеме палӑртнӑ.
Пӑтӑрмах пирки илтнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри ачасен тӗп хӳтӗлевҫи Вячеслав Рафинов та ӗнер «Ылтӑн пучаха» ҫитсе килнӗ.