Шупашкарти юханшыв портне иелм кӳреҫҫӗ. Портӑн ҫуртне мар-ха. Вӑл ахаль те килӗшӳллӗ. Юханшыв портӗнчи парапета (Атӑл ҫыранӗн хӗрринчи бетон картана) хитрелетесшӗн. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен сӑрӑ тӗслӗ ҫав бетон ӳнерӗн чӑн-чӑн хайлавӗ евӗр пулса тӑрӗ.
Юханшыв портӗнче «Чебоксары: порт шести веков» (чӑв. Шупашкар: ултӑ ӗмӗрти порт) 110 метр тӑршшӗ композици йӗркелӗҫ.
Асӑннӑ ӗҫе пуҫараканни — Юханшыв порчӗ хӑй. 110 метр тӑршшӗ бетон картана Шупашкарти живопись ӑстисем, пурӗ 5 ҫын, ӳкерсе илемлетӗҫ.
Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Ырантан, ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне юханшыв трамвайӗ ҫӳреме тытӑнӗ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ юнашыв трамвайӗсене «Шупашкар – Сосновка – Шупашкар» тата «Шупашкар – Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа ҫӳретӗ.
Шупашкартан Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне трамвайсем 10:00, 12:30 тата 17:40 сехетре хускалӗҫ, унтан каялла – 10:30, 13:00 тата 18:10 сехетре. Шӑматкунпа вырсарникун 15 сехетре тепӗр рейс хушӑнӗ (ҫыранӑн тепӗр леш енчен унтан каялла 15:30 сехетре тапранӗ). Ҫанталӑк 20 градус ӑшӑран сивӗрех тата ҫумӑрлӑ пулсан рейссем пулмӗҫ.
Сосновкӑна трамвайсем канмалли кунсенче ҫеҫ ҫӳрӗҫ. Вӗсем 9:00, 13:00 тата 16:40 сехетре хускалӗҫ, каялла килме — 9:30, 13:30 тата 17:10 сехетре.
Аслисем валли билет хакӗ 85 тенкӗпе танлашӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасемшӗн – 42 тенкӗ, 5 ҫулчченхисем тӳлевсӗр ҫӳрӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Правительство пайташӗсем «Валдай 45Р» юханшыв трамвайӗпе Сӗнтӗрвӑррине ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайнӑ. Тӳре-шара хӑйсемпе пӗрле журналистсене те йыхравланӑ.
Ҫӗнӗ йышши транспорта Чулхулари Р.Е. Алексеев ячӗллӗ Тӗп конструктор бюровӗнче шухӑшласа кӑларнӑ. 45 вырӑнлӑ трамвай сехетре 65 километр таран хӑвалама пултарать. Ӑна Чӑваш Ен ҫитес ҫул туянма ӗмӗтленет. Унпа пассажирсене тата туристсене Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине тата Куславккана турттарма палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, халӑх йышлӑ ҫӳресен пӗр трамвай туяннипех ҫырлахмӗҫ.
Шӑв-шав ҫуратакан ҫак истори ӗнер пулса иртнӗ. Шупашкарти юханшыв порчӗ «Константин Котов» тата «Георгий Жуков» транзит теплохочӗсене йышӑнман. Кун пек хӑтланни республикӑн Транспорт министерствине те килӗшмен. Ҫак факт пирки асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов монополипе кӗрешекен республикӑри службӑна тата прокуратурӑна евитленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекен служби ҫийӗнчех хушша-хуппа кӗнӗ: «Конкуренци ҫинчен» саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне пӑсни сисӗнет тесе юханшыв портне кӑлтӑка пӗтермеллине, тепӗр майлӑ каласан, теплоходсене чарӑнма ирӗк памаллине, асӑрхаттарнӑ.
Паян «Интерфакс-Туризм» портал тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Юханшыв порчӗ паян та теплоходсене чарӑнтарман иккен. Паян Самарти компанин «Герцен» тата Чулхулари компанин «Алдан» теплохочӗсене йышӑнман. Теплоходсене Шупашкарта чарма ирӗк паманнине кура республикӑн тӗп хулари «Экскурси тӗнчи» фирма круиз турисчӗсене йышӑнать. Унӑн ертӳҫи Людмила Пронюхина пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв порчӗн хӑтланкаларӑшне пула вӗсем те самай тӑкак курнӑ.
«Булгария» теплоход шыв айне кайни, паллах, ахаль иртмӗ. Унашкал пӑтӑрмахсем хыҫҫӑн яланхи пекех вырӑнти хуҫалӑхсене те тӗрӗслеме пуҫлаҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов «Шупашкар юханшыв порчӗ» АУО тӗпдиректорӗпе Ванифатий Шайкинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Ыйтӑвӗ — Шупашкар хула ҫыннисене турттаракан карапсем мӗнле шайра пулни. Ванифатий Васильевич предприятинчи халӑха турттаракан миҫе кимӗ пулни пирки, вӗсен тӑрӑмӗ пирки каласа пачӗ. Инкек-синкекрен епле упранни ҫинчен, вӗсенчен сыхланма ирттерекен мероприятисем пирки те сӑмах хушрӗ.
Леонид Ильич «Шупашкар юханшыв порчӗ» АУО тӗпдиректорӗпе пӗрле причал тӑрӑх сӑнаса утса тухрӗ, карапсенчи пулӑшу хатӗрӗсем мӗнлине тишкерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |