Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, Тутарстанра (Сюкеево патӗнче) пысӑк инкек пулса иртнӗ — «Булгария» ятлӑ теплоход шыв айне кайнӑ.
Кимӗ ҫинче пурӗ 180 ытла ҫын пулнӑ, вӗсенчен 85-ӗшне ҫеҫ ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. 102 ҫын шӑпи паллӑ мар.
«Булгария» теплохода 1955 ҫулта тунӑ пулнӑ. Тӗплӗн ӑна тахҫанах юсаман — ку инкекӗн тӗп сӑлтавӗ пулма пултарать. Ҫӑлӑнма пултарнӑ пассажирсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх карап виҫӗ минут хушшинче шыв айне кайнӑ. Ҫывӑхран икӗ теплоход иртнӗ тет, анчах та путакансене пулӑшма шутламан.
Zhendos // 4094.35.4362
2011.07.11 10:24 | |
Zhendos // 4094.35.4362
2011.07.11 10:30 | |
Кимĕ путнă хыççăн çухалнă çын йышĕ:
http://www.lifenews.ru/news/63379 | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.07.12 07:18 | |
Чăн та питĕ хăрушă инкек... Карапĕ те «Булгария» ятлă. Тепĕр тесен çавăн пек çĕмрĕк карапа унашкал ят пани пĕрре те сумлă мар ĕнтĕ. | |
Атлбулгар // 3119.94.6218
2011.07.14 10:18 | |
Ют урапа çине ларма хăруш... |
Пăлхарпа Пÿлере каяс текеннисен сыхăрах пулмалла. Вăл икĕ авалхи хулара чи хăватлă киреметсем вырнаçаççĕ.