Ҫурлан 18–23-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче Ҫурҫӗр Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗпе культурине тӗпчекен пӗрремӗш экспедици иртнӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, археологи, этнографи тата регионти истори кафедрин профессорӗ В. Васильев ертсе пынӑ.
Экспедицие Тӗменри ӑсчахсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче унти Культура, ӳнер тата социаллӑ технологи патшалӑх академийӗн Музыка, театр тата хореографи институчӗн директорӗн, культурологи докторӗн Л. Деминан, Урал федераци округӗнчи Чӑвашсен наципе культура тата общество пӗрлешӗвӗсен координаци канашӗн ертӳҫин, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн В. Логиновӑн, вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗн И. Маслова культурологӑн, Тӗменти патшалӑх университечӗн магистрӗ Д. Хоринӑн ятне асӑннӑ.
Экспедицие хутшӑннисем чӑваш диаспорин йӑли-йӗркине тӗпченӗ кӑна мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗмен облаҫӗн Наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫипе Е. Воробьевпа тата Анат Тавда район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе В. Семеновпа регионти наци ыйтӑвӗсем пирки калаҫнӑ. В. Семеновӑн ӑрӑвӗ — Чӑвашран. Унӑн тӑванӗсем хӑй вӑхӑтӗнче Красноармейски районӗнчен Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ. Вырӑнта тухса тӑракан «Мир национальностей» тата «Национальные культуры региона» журанлсенче чӑвашсен ученӑйӗсен ӗҫӗсене пичетлеме калаҫса татӑлнӑ.
Экспедици ӗҫленӗ вӑхӑтра «Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти чӑвашсем: этнокультурӑн хӑй тӗллӗнлӗхне хальхи условире упраса хӑварассин ыйтӑвӗсем» темӑпа иртнӗ «ҫавра сӗтелте» сӳтсе явнӑ.
Ҫӗпӗрте пулнӑ май чӑваш юррисен флоклор ушкӑнӗсен: Заводоукоувски районти Першино салинчи «Пике», Канашри «Тантӑш», Горьковкӑри «Тӑван», Анат Тавдари «Йӑмра» — пултарулӑхӗпе те паллашнӑ. Унти Канаш ялӗнче пурӑнакан А. Архипова тури чӑвашсен авалхи юррисене шӑрантарни те кӑсӑклантарнӑ.
Сӑнсем (6)