Нумаях пулмасть чӑваш халӑх ӑсти, этнографи композицийӗн йӗркелӳҫи, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Чӑваш Енри «ҫичӗ тӗлӗнтермӗшсенчен пӗри» Терентий Парамонович Дверенин 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнать.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И.Григорьев, ЧР финанс министрӗн ҫумӗ В.Н.Иванова ӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне панӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Терентий Парамоновича Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ гражданинӗн ятне панӑ. Владимир Григорьев ӑна Хисеп грамотипе, паллӑпа чысланӑ.
Терентий Дверенина республикӑра та, Раҫҫейре те пӗлеҫҫӗ. Ун патне Германирен, Эстонирен, Италирен, ытти ҫӗршывран туристсем килнӗ. Ҫак ҫулсенче унан ӗҫӗсем район, республика шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ, Терентий Парамонович чылай парне, грамота, диплом ҫӗнсе илнӗ.
Терентий Дверенинӑн пуканисем чӑнни пекех. Унӑн алли ылтӑн. Вӑл ҫулсене пӑхмасть, пукане пухмачне халӗ те пуянлатать. Халӗ вӑл Ҫӗнтерӳ кунӗ валли экспозици хатӗрлет. Музейре вӑл ӑсталнӑ танка пур ӗнтӗ: хӑй фашистсемпе ҫапӑҫнӑ чухнехи евӗрех. Терентий Парамоновичӑн пуканесем валли килӗнче уйрӑм кӗтес пур.
Терентий Дверенин вӑрҫӑ ҫулӗсенче механик водитель пулнӑ, малта ларса машинӑпа ҫулӑм витӗр ҫӳренӗ. Вӑл Берлина ҫитнӗ. 1946 ҫулта вӑрҫӑран таврӑнсан Ӗсмелти МТСра ӗҫленӗ.