Чӑваш халӑх ҫыравҫи Александр Спиридонович Артемьев ҫуралнӑранпа авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. «Ан авӑн шӗшкӗ!», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ҫунатлӑ ҫуралнисем», «Хунавлах хӑрнисем», «Симӗс ылтӑн», «Тӑвӑл умӗн», «Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ», «Салампи» тата ытти 20 ытла кӗнекесен авторӗ Элӗк районӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче кун ҫути курнӑ, вӑтам пӗлӳ илме ялтан 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкула ҫул тытнӑ, 1941-мӗш ҫулта алла аттестат илсе ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеме тухса кайнӑ.
Писатель 90 ҫул тултарнӑ ятпа вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта унӑн тӑванӗсем, Элӗк район администрацийӗн элчисем, Тури Вылӑ ял халӑхӗ тата ыттисем вӑл ҫуралса ӳснӗ кил патне пухӑнчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Элӗк район архивӗн ӗҫченӗ Л.С.Семенова, профессор В.А. Иванов, С. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ Б.И. Борисов тата ыттисем паллӑ ҫыравҫа ӑшшӑн аса илчӗҫ.
Ураскилтри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Пултаруллӑ ҫыравҫӑ, кӑвар чӗреллӗ салтак» литература композицийӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Уява Тури Вылӑри тата Ураскилтри вулавӑш ертӳҫисем ертсе пычӗҫ. Уявра ҫыравҫӑ хайланӑ хайлавсен сыпӑкӗсем, вӑл ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх хайланӑ юрӑсем «Ах пӗлесчӗ», «Ӑшӑ ҫумӑр», «Юрату юрри» янӑрарӗҫ. Юрӑсене «Ҫӑлкуҫ»ятлӑ ветерансен хорӗ шӑрантарчӗ. Пухӑннисем «Пултаруллӑ ҫыравҫӑ, кӑвар чӗреллӗ салтак» кӗнекесен куравӗпе тата писателе халалланӑ хӑтлавпа хаваспах паллашрӗҫ.