Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарта пурӑнакан пин-пин арҫын патне «Эпӗ ача кӗтетӗп. Вӑл теттесен «Бегемот» гипермаркетӗнче» текен смс-ҫыру килнӗ иккен. Ҫирӗп мар ҫемьесенче вӑл хирӗҫ-тӑру сӑлтавӗ те пулса тӑнӑ теҫҫӗ. Кирлӗ-кирлӗ мар пӗлтерӳллӗ ҫырусене илес мар тесе монополипе кӗрешекенсем ӗҫлеҫҫӗ-ха. Вӗсем ун пек фактсене ҫирӗплетсе тӗслӗхсем те илсе кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫапах та ун пек хыпарсенчен хӑтӑлса пӗтме пулатех тесе калама йывӑртарах-тӑр. Ҫак тата ытти тавра калаҫу пынӑ асӑннӑ службӑра нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире. Унта тӑхӑр уйӑхри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Кая юлнӑ юрату» спектакльти сыпӑк Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ. Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ. «Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи районсем хушшинчи уйрӑмӗнче юрисконсультра ӗҫлекен Светлана Ерпылёва сивӗ шывра ишессипе абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Атӑл юханшыв хӗрринче иртнӗ. Республикӑн уҫӑ чемпионачӗ тесе палӑртнӑ мероприятие хамӑр патрисем хутшӑннӑ кӑна мар, Тутарстанри, Мари Элти, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ишевҫӗсем те килсе ҫитнӗ. 5 градуслӑ шывра 100 метра тупӑшнисенчен Еленӑна ҫитекен тупӑнман. Вӑл триатлон тата ишес енӗпе профессилле майпа аппаланать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ял тӑрӑхне кӗрекен Кечкей ялӗнче «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» ятпа историлле юмах-халапсен сехечӗ иртнӗ. Е.В. Павлова библиотекарь вулавӑша пухӑннӑ ачасене «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» кӗнекепе паллаштарнӑ. Вӗсене вӑл тӑван халӑхӑмӑр тӑхӑннӑ ҫи-пуҫа, капӑрланмаллисене кӑтартнӑ. Ачасене вӑл авалтан пыракан йӑла-йӗркепе ҫыхӑнӑва кӑтартас тенӗ. Лешсем вара чӑннипех те кӑсӑкланса кайнӑ: хӑшӗсен вӗсене, калӑпӑр, пуҫа ҫыхмаллисене, хушпу-тухьяна — туянас е тӑвас килсе кайнӑ тесе пӗлтерет Карапаш ял тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар хули «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ» хула конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Унта пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсем хушшинче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна усламҫӑсене хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ. Тата малта пыракан предпринимательсен опычӗпе тин ҫеҫ ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсене паллаштарас шухӑш та пур-мӗн. Конкурса «2013 ҫулхи чи лайӑх пӗчӗк предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх вӑтам предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «2013 ҫулхи социаллӑ яваплӑ чи лайӑх компани», «2013 ҫулхи чи лайӑх инновацилле предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «Ӳнер промыслисен тата ремеслисен енӗпе 2013 ҫулхи чи лайӑх предприниматель», «2013 ҫулхи ӑнӑҫлӑ старт» номинацисемпе йӗркелеҫҫӗ. Заявкӑсене ҫак уйӑхӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, 25-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер. Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ. Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те. Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ. Сӑнсем (131) |
Пӑтӑрмахсем
![]() Пушар тухасси — яланах кӗтмен ҫӗртен тухнӑ пӑтӑрмах. Юпан 31-мӗшӗнче те «хӗрлӗ автан» Шупашкарти Пӗве урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кил-ҫурта ҫурҫӗрлӗх килме шутланӑ. Инкек тухни ҫинчен пӗлтерсенех вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушар тухнӑ вырӑна васканӑ. Пушара сӳнтерес ӗҫре пурӗ пӗрлӗ 5 ятарлӑ урапа тата 14 ҫын хутшӑннӑ. Анчах та шел пулин те ҫурт-йӗре ҫӑлма май килмен. Сиксе тухнӑ пӑтӑрмахра аманнисем пурри ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ. Республикӑри ИӖМ службинче палӑртнӑ тӑрӑх пушар тухнӑ сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха, паянхи кун тӗпчев ӗҫӗсем иреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ ҫамрӑк ӑру хушшинче кӗнеке вулас йӑлана чӗртес тӗллевсемпе «Эпӗ — BIBLволонтер! Эс вара?» ятпа ыркӑмӑллӑх проектне пуҫарса ярасшӑн. Ҫак тӗллевпе вулавӑш 16–25 ҫулсенчи пултаруллӑ, хастар ҫамрӑксене шырать. Вӗсемпе пӗрле вулавӑш ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама планланӑ: - ачасемпе ҫамрӑксем хушшичи вулас йӑлана татах та анлӑлатасси; - вулавӑш акцийӗсене ирттересси; - ҫӗнӗ партнерсемпе спонсорсене тупас ӗҫе хутшӑнтарасси; - вулавӑшра кӗнеке вулассине атӑлантарасси; - ирӗклӗ вӑхӑтра кӑсӑклӑ тата уссӑллӑ ирттересси. Волонтер пулма кӑмӑл тӑвакансене чӳкӗн 11-мӗшӗнче 16:00 сехетсенче вулавӑшри вулав залне пыма ыйтаҫҫӗ. Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчӗ, 8 А; Ҫыхӑнмалли номерсем: 8-919-670-21-47 (Ольга); 8-927-666-94-50 (Снежана); 8-937-371-84-98 (Мария). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |