Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Варнава ҫӑпаталлӑ чӑвашсене курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.04.2014 06:58 | 1547 хут пӑхнӑ
Культура Митрополит Варнава
Митрополит Варнава

Пӗрремӗш хут Чӑваш тӑрӑхне лексен Вырӑс православи чиркӗвӗн митрополичӗ Варнава кунта ҫӑпаталлӑ чӑвашсене тӗл пулнӑ иккен. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнчи «Православие и мир» (чӑв. Православипе тӗнче) портала интервью панӑ чухне каланӑ.

Корреспондент чӑвашсем пирки ыйтсан Варнава ҫапларах хуравланӑ пулать: «Вӗсем ырӑ та ӗҫчен. Эп килнӗ чухне чылайӑшӗ ҫӑпатапа ҫӳретчӗҫ. Йывӑҫ кашӑкпа пӗр хуранран ҫиетчӗҫ. Халь вара таса, кашӑкӗсем те вилкисем те пур вырӑнта та пур». Малалла ҫапларах сӑмах хушнӑ: «Ун чухне... Пӗррехинче пӗр ялти чиркӗве ҫитрӗм, ун чухне ҫамрӑкччӗ-ха. Унта вара нихҫан ҫуман ҫивиттине куртӑм, ӑна (тахҫан) ҫӗҫӗпе кӑна хырнӑ пек туйӑнчӗ. Выртрӑм (вырӑн ҫине) та шутларӑм: ҫук, малашне хампа пӗрле тасине илсе ҫӳрӗп». Ку хӑш ялта тата миҫемӗш ҫулта пулса иртнине митрополит асӑнман.

Варнава митрополит Кисан облаҫӗнчен пирӗн пата 1976 ҫулта килнӗ, ун чухне вӑл 45 ҫулта пулнӑ. Сакӑр ҫул вӑл епископ пулса ӗҫленӗ, 1984 ҫулта архиепископ таран хӑпарнӑ. 2001 ҫулта вӑл Шупашкар тата Чӑваш миторполичӗн вырӑнне йышӑннӑ.

#тӗн, #чӑвашсем, #православи, #тирпейлӗх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1811.html
 

Комментари:

Agabazar // 1733.70.3024
2014.04.11 13:05
Agabazar
1976-мĕш çулта чăвашсем çăпатапа çӳремен. Манăн килте чăланта чăнах та çăпата пур. Кукаçи 1940-мĕш çулта ăсталанăскер. Çав вăхатранпа ăна никам та тăхăнман. Вĕр çĕнĕ выртать. Калăпăр, эп ăна урама тăханса тухас пулсан, "чăваш-çăпаталлă халăх" темелле-ши ĕнтĕ?

Калас пулать, хайхи сăмахсене калаканăн тĕллевĕ мĕн курнине е курманнине пĕлтересси пулнă теме çук. Тĕллевсем урăхла пулни тӳрех паллă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем