Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Шарапаш юханшывӗ урлӑ кӗпер пулӗ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2014 21:19 | 1581 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Шарапаш шывӗ
Шарапаш шывӗ

Вӑрмар районӗнчи Шӑхальте пурӑнакансем Шарапаш юханшывӗ урлӑ кӗпер туса парасса кӗтеҫҫӗ. Ҫак ыйтупа вӗсем Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинех ҫитнӗ.

Асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫул-йӗре тытса тӑрасси ҫинчен 2007 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ 257-мӗш номерлӗ федераци саккунӗпе тата 2003 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче йышӑннӑ вырӑнти хӑй тытӑмлӑха тытса тӑрасси ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ шутланать. Ҫав шутра, паллах, — вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчи кӗпере тӑвасси те. Тепӗр майлӑ каласан укҫине те вырӑнти хыснаран уйӑрмалла.

Вӑрмар район администарцийӗ Шӑхальте ҫул тума проект хатӗрленӗ иккен. Шарапаш юханшывӗ урлӑ каҫакан вырӑнта шыв юхма тимӗр бетон пӑрӑх хурса хӑварасшӑн. Вырӑнти хысна ҫуккине кура Вӑрмар район администрацийӗ ҫав ҫула тӑвассине Республикӑн инвестици программине кӗртме ыйтса республикӑн Транспорт министерствине тухнӑ иккен. Транспорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, объектсене республикӑн Экономика министерстви Инвестици политикин канашӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх палӑртать имӗш. Урӑхларах каласан, ку ыйту вӗҫне тухасси хальлӗхе уҫӑмлӑ мар.

#Шӑхаль, #Вӑрмар районӗ, #Шарапаш, #кӗперсем, #ҫул-йӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем