Тӳре-шара иртнӗ ҫулхи тупӑш пирки деклараци тӑратасси малалла пырать. «ПроГород Шупашкар» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путинӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 3 672 208 тенкӗпе танлашнӑ, Медведев унран ҫур миллион тенкӗ ытларах ӗҫлесе илнӗ. Унтан Путинӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн-мӗн пуррине ҫырса кайнӑ: 1 500 тӑваткал метр ҫӗр, 77 тӑваткал метрлӑ хваттер, 18 тӑваткал метрлӑ гараж пур-мӗн.
Раҫҫей Президенчӗ ӗҫлесе илнӗ чухлех тенӗ пек ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Енӗн экс-Президенчӗ Николай Федоров тупӑш курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тупӑшне 3 593 827,09 тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 123 тата 262,9 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттерсем, 94,10 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалла мар ҫурт пур иккен. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук-мӗн.