Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тӗменре ачасен пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.04.2014 07:21 | 1358 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Тюменьри наци культура пӗрлӗхӗсен фестивалӗ
Тюменьри наци культура пӗрлӗхӗсен фестивалӗ

Тӗменри ачасен пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» 14-мӗш фестивалӗ иртнӗ.

Тупӑшӑва облаҫри ҫирӗм ытла наци культура пӗрлӗхӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире: халӑх тата эстрада вокалӗ, хореографи, илемлӗ сӑмах, наци декораципе хушма искусство, живопиҫ, кӳлепе енӗпе — хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Конкурса Ишим, Тӗмен, Ялуторовск, Тобольск, Заводоуковск хулисен, облаҫӑн кӑнтӑр пайӗнчи 18 район, Петропавловск хулин (Казахстан) юрӑҫисемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль гала-концертпа хупӑннӑ. Наци ӗҫӗсен комитечӗн, Тӗмен облаҫӗн тата Хула думин представителӗсем, наци общество пӗрлӗхӗсен тата ыр кӑмӑллӑх фончӗсен ертӳҫисем ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ «Хӗлхем» ушкӑнӗсем (кӗҫӗн тата аслӑ ӳсӗмрисем, ертӳҫи Ю. Лактионова) «Халӑх хореографийӗ» номинацире диплома тивӗҫнӗ. Ытти чӑваш ачи те вӗсенчен юлман. «Халӑх вокалӗ» номинацире Дмитрий Бендорф, Ксения Кучкильдинова, инструментпа калакансен хушшинче Мария Мироненко, ал ӗҫ ӑстисен хушшинче Исетск районӗнчи Солобоево ялӗнчи ачасен ушкӑнӗ (ертӳҫи Н. Герасимова) палӑрнӑ.

#Тӗмен облаҫӗ, #Тӗмен, #фестивальсем, #Раҫҫейре, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем