Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР Патшалӑх канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалла. Ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Рязань облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ.
Регион прокурорне РФ тӗп прокурорӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет. Прокурорта чи нумаййи 10 ҫул ӗҫлеме юрать.
Маларахри ларура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем прокурор пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ун чух вӗсенчен ытларахӑшӗ ку должноҫе ютри ҫынна памасан лайӑхраххине палӑртнӑ иккен. Чӑваш Ен прокурорӗ пулмалли кандидатсен хушшинче маларах Тутарстанпа Мордва Республикин прокурорӗсем пирки те калаҫкаланӑ иккен.
Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ.
Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ.