Хваттерсенче пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫултан тӗплӗ юсавшӑн тесе тӳлеттерме тытӑнчӗҫ. Хакӗ хваттер калӑпӑшӗнчен килет. Лаптӑк мӗн чухлӗ пысӑкрах, ҫавӑн чухлӗ ытларах кӑларса хума тивет. Пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 50 пус кӑна пулин те пӗрех сисӗнет. Мӗншӗн тӳлемелле, ҫуртне хӑҫан юсӗҫ йышши ыйтусем хваттер хуҫисен вӗҫӗмех сиксе тухаҫҫӗ.
Тӗплӗ юсавпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатма республикӑра «хӗрӳ лини» номерӗсем уҫнӑ. Чуна пӑшӑрхантаракан самантсене специалистсем патне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма юрать.
Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче йӗркеленӗ «хӗрӳ лини» номерӗ — 64-22-16. Ыйтусене тунтикун 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Тунтикун ӗлкӗрейменнисем ытларикун кун каҫипех (кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12 сехетрен тытӑнса 13 сехетчен) шӑнкӑравлама пултарӗҫ. Ун чухне вӗсене Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн специалисчӗсем 23-42-31 номерпе йышӑнӗҫ. Шупашкар ҫыннисен эрнекун та шӑнкӑравлама май пур. 23-50-63 номерпе 13 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх секторӗ хуравлӗ.