Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Кӗмӗл сасӑра» Сергей Лекеров ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.04.2014 19:30 | 1795 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫапларах пӗлтерет ЧНК сайчӗ. Асаилтеретпӗр, ҫак конкурс иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх филармонинче иртрӗ. Унта пурӗ 37 юрӑҫ хутшӑннӑ.

Юрлакансем Чӑваш Енри тӗрлӗ районӗсемсер пуҫне Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенчен, Ӗремпур, Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен ҫитнӗ.

Мала тухнисен йышӗнче ҫавӑн пекех ҫаксене асӑнма пулать: Ульяна Питакова (Шупашкар, 1-мӗш вырӑн), Кристина Николаева (Шупашкар районӗ, 2-мӗш вырӑн), Анатолий Ефимов (Пушкӑртстан, 3-мӗш вырӑн) тата Лидия Одинцова (Шупашкар, 3-мӗш вырӑн). Вӗсем фестиваль-конкурсӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Дипломантсем: Ангелина Васильева (Шупашкар), Марина Васильева (Пушкӑртстан), Зарима Князева (Елчӗк районӗ), София Афанасьева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Оксана Казанцева (Пушкӑртстан) тата Ольга Егорова (Ӗремпур облаҫӗ).

Сарӑту облаҫӗнчи Анна Некезовӑна «Чи ҫепӗҫ чӑваш юрӑҫи» номинацире палӑртнӑ, Тутарстанри Анжелика Еремеевӑна — «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ», Шупашкарти Михаил Иванова — «Хӑйне евӗрлӗ ӑста юрлакан юрӑҫ». Куславкка районӗнчен Елена Терентьевӑна вара «Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн парни» лекнӗ.

#ЧНК, #Кӗмӗл сасӑ, #фестивальсем, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #Патӑрьел районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Ӗремпур облаҫӗ, #Сарӑту облаҫӗ, #Елчӗк районӗ, #Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Куславкка районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/97.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем