Иртнӗ талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Куславккара, сӑмахран, 56 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунса кайнӑ. «Хура мунчана» хутнӑ хыҫҫӑн арҫын вута пӑхса тӑман иккен те ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫивитти айӗнчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ кӳршӗсем пушарпа кӗрешекенсене пӗлтернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме ҫур сехет кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче такамсем ача коляскине чӗртсе янӑ. Ҫулӑма асӑрханӑ ҫынсем часах пушар хуралне пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем икӗ минутрах персе ҫитнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑянта вара ҫулӑм 10 ҫулхи хӗрачана пула сиксе тухнӑ. Вӑл хут тата пир-авӑр чӗртсе янӑ. Ҫавӑнтан хуралтӑ чӗрӗлсе кайнӑ.
Типӗ курӑк чӗртсе яракансем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Пушарпа кӗрешекенсем иртнӗ талӑкра ун пек вырӑнсене 15 хут тухса кайнӑ.