Халӗ фермерсене патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма тӑрӑшать. Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче пурӑнакан Ибрагимовсен хуҫалӑхӗ ав кунсерен тенӗ пек аталанать. Ҫемье Романов сурӑхӗсене ӗрчетет. Вӗсем икӗ ҫул каялла патшалӑхран 900 пин тенкӗ пулӑшу илнӗ.
Ҫак укҫапа Ибрагимовсем сурӑхсем валли ферма хӑпартнӑ. Укҫа тивӗҫмешкӗн документсем хатӗрленӗ чухне вӗсен 10 сурӑх ҫеҫ пулнӑ. Пӗлтӗр ҫемье хӑйсен укҫипе 80 пуҫ сурӑх туяннӑ.
Халӗ Ибрагимовсен ферминче — 230 сурӑх. Малашне вӗсем, Ринат Ибрагимов каланӑ тӑрӑх, 300 сурӑхран кая мар усрасшӑн. Романов сурӑхӗн ҫӑмӗ те питӗ паха. Пӗр ами икӗ ҫулта виҫӗ хут пӑрамлать. Чылай чухне — йӗкӗреш, виҫӗреш…
Сурӑхсене тӑрантармашкӑн Ибрагимовсем тыр-пул ҫитӗнтереҫҫӗ. Фермӑра икӗ ҫын валли ваканси хатӗрленӗ, унта иккӗн тӑрӑшаҫҫӗ ӗнтӗ.