Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутайри культура центрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ 20 ҫул тултарнине халалласа уяв иртрӗ. Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Роно пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, Марина Альгешкина аслӑ лейтенант Конституци историйӗпе тата тытӑмӗпе паллаштарчӗҫ. Уявра Надежда Сливницынӑпа Юрий Михайлова — Етӗрне районӗн тӳрисене — Хӗрлӗ Чутай администрацин Хисеп Хучӗпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Етӗрне сучӗн специалисчӗ Ирма Чикирина, Юрий Почейкин судья пулӑшаканӗ тата суд ларӑвӗн ҫыруҫи Надежда Еремеева чылай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата юрист кунӗ ячӗпе администрацин Хисеп Хутне тивӗҫрӗҫ. Александр Степановпа Алексей Порфирьев 20 вӗренекене Раҫҫей гражданинӗн паспортне панӑ май вӗсене ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ пулма чӗнсе каларӗҫ. Уяв хаваслӑ концертпа вӗҫленчӗ. Сӑнсем (55) |
Республикӑра
![]() Суйлав саманчӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн суйлавӗ пуласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Паян вара суйлав иртнӗ. Ректора икӗ кандидатран суйлама тивнӗ. Маларах вара ҫак вырӑн пирки ӗмӗтленекенсем пилӗк ҫын таран пулнӑ, анчах Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви вӗсенчен иккӗшне кӑна ырланӑ. Паянхи суйлав конференцине хутшӑннисенчен асӑннӑ аслӑ шкулӑн проекторӗншӗн Андрей Александровшӑн 207-ӗн сасӑланӑ. ЧПУна ертсе пырас шухӑшлӑ пулнӑ Юрий Исаев (вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗнче тӑрӑшать) кандидатурине 13 ҫын ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чӗрӗ сӑмах» спектакль премьери иртнӗ. Шел те, вӑхӑт хӗсӗккипе ҫитме май килмерӗ. Унта пулса курнисем вара премьера кӑмӑла кайнине палӑртрӗҫ. Пьеса авторӗ тата режиссёрӗ — тӗлӗнмелле пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чӑваш Иосиф Дмитриев (Трер). Музыкӑпа поэтика ревю ҫирӗммӗш ӗмӗрти поэзин классикӗсен — Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн тата Геннадий Айхин — хайлавӗсенчен никӗсленнӗ. Вилӗмсӗр поэтсен сӑнарне туртса кӑларма пултаракан роле кама выляттарасси пирки Иосиф Трер пуҫ ватнине хам та ас тӑватӑп-ха. Кун пирки вӑл пӗр калаҫура палӑртнӑччӗ. Ҫапла вара Поэт рольне Сергей Никитина шанса панӑ. Спектакле Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн вӗренекенӗсене те явӑҫтарнӑ. Премьерӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна СССР халӑх артисткин пултарулӑхне тата Ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи ҫуркунне сакӑр теҫетке ҫул тултарнине халалланӑ. «Шӑплӑхра сасӑ илтӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштавӑн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче чӑваш ҫӗрӗн чи чаплӑ та чи сумлӑ Хӗрарӑмӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина хӑнара пулчӗ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн юратнӑ артистки тӗлпулӑва академии драма театрӗн ҫамрӑк артисчӗсемпе «Сенкер чаршав» шоу-концерт программипе килчӗ. Ҫамрӑк артистсем куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, Вера Кузьминична вара «Хура чӗкеҫ» спектакльти монологпа тыткӑнларӗ. Тӑпӑ ларма пӗлмен ачасем те сывламасӑр тенӗ пек артистка ҫинчен куҫ илмесӗр итлерӗҫ, аслӑраххисем шывланнӑ куҫӗсене шӑлчӗҫ. Концерт вӗҫӗнче Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвва вуларӗ. Концер вӗҫленсен артистсене куракансен ячӗпе З.Ю.Кузьмина тав сӑмахӗ каларӗ. Юратнӑ артисткӑна малашне те сцена ҫинче пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. «Вера Кузьминична, эсир ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Сирӗн пек ҫынсем пур чухне Чӑваш театрӗн малашлӑхӗ тата та ҫутӑрах пулӗ. Пысӑк тав сире пуриншӗн те», — терӗ вӑл. Тайма пуҫ чаплӑ актрисӑна! |
Кӳршӗре
![]() Хӑш-пӗр ют ҫӗршывра канма хамӑр патра каннинчен хаклине пушӑ вӑхӑта савӑк иртерме кӑмӑллакансем пӗлеҫҫӗ-тӗр-ха. Ҫынсем хамӑр патра канма ӑнтӑлччӑр тесен ҫӗршыв шайӗнче таранах программа кирлине палӑртакансем те пур. Илӗртӳллӗ вырӑнсем, чӑн та, пур. Ҫакна «Атӑлҫине уҫ» ятпа Чулхулара иртекен фестиваль-хӑтлав вӑхӑтӗнче те тепӗр хут курса ӗненме май килнӗ. Унта хутшӑнакан 14 регион хушшинче Чӑваш Енте пур. Чӑваш Ентен унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем те тухса кайнӑ. Конкурсра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм пӗчӗк хули» номинацире Сӗнтӗрвӑрри ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Глухов Чӑваш Енри «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци ҫӗршыв Президенчӗн 400 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Ун пек кӗмӗле Раҫҫейри 124 коммерцилле мар организацие пама йышӑннӑ. Ҫӗнсе илнӗ тупрана килес ҫул уйӑрӗҫ. Чӑваш Енри организаци ӑна этем правине хӳтӗлеме тата ҫутта кӑлармалли мероприятисем ирттерме уйӑрасшӑн-мӗн. Асӑннӑ организаци ертӳҫи ҫынсене судсенче хӳтӗлет, ҫӗршывӑн аслӑ судне тата Ҫын парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен европӑри суда ҫӑхавсем ҫырма пулӑшать. Асӑннӑ организацин юрисчӗсем ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳреҫҫӗ. Унӑн ертӳҫи Алексей Глухов ШӖМӗн тата ытти организаци ӗҫченӗсем валли лекцисем вулать-мӗн. Республикӑра йышӑнакан тӗрлӗ саккуна тӳрлетӳсем кӗртме пӗрре кӑна сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби. Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ. Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче панкратион енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Панкратион ӗлӗк-авалах ҫуралнӑ кӗрешӳ мелӗсенчен пӗри. Пирӗн республикӑра спортӑн ҫак енӗ ҫӗнӗ темелле. Унӑн федерацине те 2003 ҫулта кӑна йӗркеленӗ. Панкратион енӗпе Сӗнтӗрвӑрринче ҫитӗнӳ тунӑ ӑстасем пур. Екатерина Краснова, акӑ, пӗтӗм тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ, Раҫҫей тата Европа чемпионки, тӗнче чемпионтӗнче парнене тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрринче иртнӗ ӑмӑртӑва 52-ӗн хутшӑннӑ, вӗсенчен 13-шӗ — хӗрсем. Чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсен шутне Шуршӑлти Таисия Мальгина, Анастасия Федотова, Ольга Карташова, Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Екатерина Соловьева, Анна Семенова, Николай и Сергей Герасимовы, Илья Лапин, Хуракассинчи Вадим Сироткин, Артем Ашуркин, Алексей Илларионов, Урхас Кушкӑри Георгий Тихонов, Сӗнтӗрвӑрринчи Надежда Носкова, Станислав и Артемий Кудрявцевы, Алексей Матвеев, Константин Назаров кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах Муркаш районӗнчи Купӑрля пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче сакӑр кун канӑпӑр. Кӑрлачӑн 4-мӗшпе 5-мӗшсене лекекен шӑматкунпа вырсарникуншӑн ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 13-мӗшӗнче канӑпӑр. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ вырсарни куна лекнине пула нарӑс уйӑхӗнче 23-мӗшӗ вырсарникуна килнине кура уншӑн шучӗпе нарӑсӑн 24-мӗшӗнче канмалла, анчах ҫавна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшне куҫараҫҫӗ. Ҫапла вара Ҫӗнӗ ҫулта кӑрлачӑн 1–8-мӗшӗсенче канӑпӑр. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлӗнче ятарласа канмӑпӑр. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлӗнче 8–10-мӗшӗсенче ӗҫлеттермӗҫ. Ҫуркуннепе Ӗҫ уяв ячӗпе ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче канма май килӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе ҫу уйӑхӗн 9–11-мӗшӗсенче кану кунӗсем туса параҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей кунӗн ячӗпе 12–15-мӗшсенче кантарӗҫ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ пирки чӳк уйӑхӗнче 1–4-мӗшӗсенче канмалла тунӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ кӑларнӑ календарьте те ҫак кунсене тӗрӗсех палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |