Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» программӑна Шупашкар хулинчен тухса кайса Мускав облаҫӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ. Александр Пищита тухтӑр хӑйпе ҫырӑнмасӑр пурӑнакан, хӑйӗнчен 20 ҫула яхӑн кӗҫӗн (вӑл 39-та кӑна) хӗрарӑма, Татьяна Родионовӑна, бухгалтер пулса ӗҫлекенскере, вӑл унӑн статусне тивӗҫтермест тесе ӳпкелерӗ. Хӗрарӑм Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ, кайран Шупашкарта вӗреннӗ. Студент вӑхӑтӗнче вӑл ҫипуҫа хӑй аллипе капӑрлатма кӑмӑллани пирки каласа кӑтартрӗ.
Кӑларӑма ертсе пыракансем арҫын хӑйӗн ҫамрӑк та чипер арӑмӗ пирки чыслӑ курӑнмасть тесе шухӑшлать тесе ӑнланчӗҫ.
Кӑларӑма хутшӑнакан Дарья Донцова детектив ҫыравҫи хӗрарӑма хӳтӗлеме пӑхрӗ. «Ман шутпа, Александр хӑйӗн мӑшӑрне сексуаллӑ курӑнма чарасшӑн. Арӑмӑра эсир хӑвӑр юратни пирки калатӑр-и хӑть?» — кӑсӑкланчӗ вӑл.
Ҫак ыйту арҫынна килӗшмерӗ. «Хӑвӑра капла тытсан сирӗн пирки детектив ҫырасси кӑна юлать», — хушса хучӗ Эвелина Хромченко мода эксперчӗ.
Кун пек сӑмахсем хыыҫӑн арҫын кӑларӑма ертсе пыракансене хӑйсенчен каҫару ыйттарасшӑн пулчӗ. Ҫапла кӑмӑлсӑрланса арҫын шоу вӗҫленессе кӗтсе тӑмасӑр, арӑмне ертсе тухса кайрӗ.