Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ӗҫрен хӑтарнӑ шкул ертӳҫине компенсаци тӳлеме йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.11.2014 00:05 | 1520 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ.

Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк педагог урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» ҫырса хунӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класа урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ пулать. Ачасемпе ҫапла кӑраланнӑ вӗрентекен пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗрентекен ҫапла хӑтланнишӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.

Шкул ертӳҫине ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен унӑн ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑччӗ.

Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Кӑларса янӑ шкул ертӳҫине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн Комсомольски район сучӗ компенсаци тӳлеттерме йышӑннӑ. Судран «Интерфакс-Поволжье» агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑйне ӗҫе тавӑрма та ыйтнӑ, анчах ку ыйтӑва суд тивӗҫтермен. Тавӑҫӑн пӗр пайне ҫапах та тивӗҫтернине ӑнлантӑмӑр ӗнтӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ертӳҫӗ пулнӑ хӗрарӑма 2 пин тенкӗ шыраса памалла тунӑ, мӗншӗн тесен ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ чухне хӑш-пӗр йӗркене пӑснӑ-мӗн. Кунсӑр пуҫне 3 куншӑн 6660 тенкӗ ӗҫ укҫи тӳлемелле.

Суд, пӗтӗмӗшле илсен, хӗрарӑма ӗҫрен тӗрӗсех хӑтарнӑ тесе йышӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра ҫак енпе судра тепӗр тавӑҫ та выртать иккен. Ӑна шкул ертӳҫин ҫумӗ шӑрҫаланӑ.

#Комсомольски, #Комсомольски районӗ, #шкулсем, #пӑтӑрмахсем, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем