Культура
![]() Иртнӗ шӑматкун Ҫӗрпӳ районӗн «Ҫавал» опт базин лаптӑкӗнче чӑваш уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ — ӑна йӗркелессипе базӑн директорӗ Александр Васильев ҫине тӑнӑ. Уява фольклор ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ — районтисем те республикӑрисем те. «Кӗр сӑри» ирттерме килнӗ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑна мар, хӑнасене тивӗҫлӗ кӗтсе илме пултарассине те кӑтартрӗҫ — вӗретӗ сӑрапа сӑйларӗҫ, апат-ҫимӗҫе пӗҫерес ӑсталӑха вӗрентрӗҫ. Сӑмах май уявра ӑмӑрту та пулчӗ — килти сӑрана кам тутлӑрах вӗретнипе тупӑшрӗҫ. 1-мӗш вырӑна Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» ансамбль тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна та ҫав тӑрӑхрисемех тухрӗҫ — «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ. Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ял тӑрӑхӗнчи «Шурварпа» Рынкӑ ял тӑрӑхӗнчи «Пилеш» ансамбльсем виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Уяв эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗпе вӗҫленнӗ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Авалхи чӗрчунӑн реконструкцийӗ Тибет тӑрӑхӗнче ӑсчахсем ҫухалнӑ чӗрчун шӑмми-шаккине тупнӑ — шӑп ҫав авалхи йӑхран хальхи барссемпе леопардсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тупнӑ шӑмӑ пайӗсем — ҫав шутра япӑхах мар сыхланса юлнӑ янах шӑмми те пур — виҫӗ чӗрчунӑн пулнине палӑртнӑ. Нью-Йоркри естействеллӑ историн Америка музейӗн тӗпчевҫисем пуҫ шӑммине сӑнласа панӑ: вӑл ҫитӗннӗ чӗрчунӑн имӗш; янах шӑммин ҫӳлти пайӗнче виҫӗ шӑл сыхланса юлнӑ — ун тӑрӑх вӑл мӗн ҫисе пурӑннине палӑртма пултарнӑ. Авалхи Panthera blytheae, иккен, хальхи леопардсем майлах пулнӑ. Пысӑкӑшӗпе вӑл сӑрт-ту барсӗнчен (Uncia uncia) пӗчӗкрех, тӗтреллӗ леопардпа (Neofelis nebulosa) пӗр шайра пулнӑ. Сӑрт-ту барсӗ те, тӗтреллӗ леопард та пысӑк кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ. Маларах ҫав йӑхӑн шӑммисене Африкӑра ҫеҫ тупнӑ, ҫапла май пысӑк кушаксем 3,8 миллион ҫул каялла шӑп ҫав тӑрӑхран тесе шутланӑ. Тибетра тупнӑ шӑмӑсем вара 4,42 миллион ҫулта пулни палӑрнӑ (ҫак пӗтӗмлетӳ патне тӗрлӗ майпа тӗпченӗ хыҫҫӑн тухнӑ). Хӑш-пӗр пайӗ вара тата та аслӑрах — 5,95 миллион ҫулта — пулни те сисӗннӗ. Тупнӑ шӑмӑсем хальхи чӗрчунӑннисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑманнипе вӗсем чи пӗрремӗш пысӑк кушаксем пулманнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Карачура вӑрман хуҫалӑхӗ Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн 26 пин ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. листовертка) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ. Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма паллашнӑ. Коллектива тата студентсене унпа республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов паллаштарнӑ. Тӳррипе, паллаштарнӑ тени тӗрӗсех те мар, мӗншӗн тесен директор пуканне йышӑннӑ Наталья Яклашкина музыка училищинче тӑрӑшакансемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл дирижер ӗҫне хӑнӑхтаракан тата хор класӗн преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Наталья Морисовна Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче ӑс пухнӑ. Ятӗнчен вулакан ӑнланчӗ-тӗр — ҫӗнӗ директор Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ертӳҫин тата дирижёрӗн Морис Яклашкинӑн хӗрӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Йӗпреҫри этнографи музейӗн ҫурчӗ Республика прокуратури Чӑваш Енри историпе культура палӑкӗсенчен хӑшӗсем начаррине асӑрханӑ. Республика территорийӗнче федераци пӗлтерӗшӗллӗ историпе культура палӑкӗсем — 46, регион пӗлтерӗшлисем — 628. Улатӑрта, сӑмахран, тӗрӗслев ирттернӗ те, вӑл енчи 40 обьектран 21-шӗн пахалӑхӗ пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать иккен. Тӑххӑрӑшӗнче никӗс тата стена ҫурӑлма тытӑннӑ иккен. Кирпӗчрен купаланӑ стенасем те ишӗлесшӗн иккен-ха. Ҫивиттисем те япӑхаҫҫӗ. Йӗпреҫре тӑватӑ этнографи комплексӗнче юсав кирли сисӗннӗ. Асӑннӑ пурлӑха район администрацийӗ хӑйӗн балансӗ ҫине илменни те йӗркеллӗ япала мар. Палӑксене тивӗҫлипе тытса тӑманнине ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Етӗрне районӗсенче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче асӑрханӑ. Тӗрӗслев тӑрӑх 24 представлени ҫырса панӑ, саккунлӑ мар тесе виҫӗ право актне пӑрахӑҫланӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тӗслӗх те тупӑннӑ. Представленисенчен пӗрне республикӑн Культура министерстви ячӗпе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӑнӑшасси такамӑн та пулать-ха. Уйрӑмах — яш чухне. Ҫапах та хӑв ҫуратнӑ ачана урама шӑнса вилме тесе кӑларса хунине ниепле те ӑнланма ҫук. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче ҫуралнӑ тата унтах пурӑнакан 28 хӗрарӑм вара ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пӗр хваттерте пулнӑ чух ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун ирхи тӑватӑ сехетре килнӗ. Унран хӑпас тесе хӗрарӑм ҫаппа ҫарамас ачана нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин умне, ҫӗр ҫине, пӑрахса хӑварнӑ. Хӗр ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫийӗнчех ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пепкене ача ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн вунӑ кунтан хӗрарӑм тӗлӗшпе ачана вӗлерме тӑнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑш правинчен хӑтарнӑ. Кунсӑр пуҫне унран алимент шыраса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкарти ломбардсенчен пӗрин директорӗ вара ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Хӑй укҫасӑр ҫын мар пулсан та туянма хытнӑ курӑнать — пӗҫертме шут тытнӑ. Хайхискер авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнчи Юртукассине тухса вӗҫтерет. Контейнера ҫурӑм хыҫне ҫакса килейместӗн-ҫке — 1 000 тенкӗ тӳлесе машина тытать. Тара тытнӑ машина хуҫипе, вӑл та яваплӑ должноҫре тар тӑкаканскер пулнӑ, контейнера тиесе килеҫҫӗ те вӑрра кайма шут тытнӑ ҫыннӑн суту-илӳ павильонӗ умне лартса хураҫҫӗ. Уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ахальтен каламан пуль ҫав чӑваш. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫӗтнине ял халӑхӗ часах асӑрхать. Унтан та ытларах — тиесе кайнине асӑрхакан та тупӑннӑ. Контейнер вӑрланӑ 28-ти арҫыннӑн халь суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ют пурлӑха, ӑна Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗ 4950 тенкӗ парса илнӗ, вӑрланӑ пирки айӑплава ҫирӗплетсе Шупашкар район прокуратури ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Пичет дизайнне алла илме, ӳкерме, ҫырма юратакан ПӖР каччӑна е хӗре чӗнетпӗр. Графикӑпа калӑплав программисене — InDesign, PhotoShop, Illustrator — Chuvash.org тата ытти чӑвашла проектсене хутшӑнса пулӑшнӑшӑн — тӳлевсӗр хӑнӑхтаратпӑр. Кандидатӑн 18 тултарнӑ пулмалла, программӑсемпе усӑ курмалӑх компьютерӗ пулмалла. Унчченхи опычӗ пулсан тата лайӑх. Кандидата ярса панӑ ӳкерчӗкӗсене, дизайнӗсене хакласа тата куҫа-куҫӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн суйлӑпӑр. Пӗлӳ: текст калӑплавӗн принципӗсем, чӑвашла текст калӑплавӗн уйрӑмлӑхӗсем, шрифтсемпе стильсемпе ӗҫлесси, тӗспе ӗҫлесси, электронлӑ тата анимациллӗ pdf. «Тӑван Ен», «Пятница» хаҫатсен, «Мы женимся», «Life & Love» журналсен дизайнерӗ вӗрентӗ. Усси: дизайнер-верстальщик вырӑнӗнче кирек хӑш редакцире е фрилансер майӗпе ӗҫлеме пултарасси; портфолио валли ӗҫсем; ҫав ӗҫе кӗмешкӗн рекомендациллӗ ҫыру. Портфолиопа резюмеcене ҫак адреспа йышӑнатпӑр: madeinchuvashia@gmail.com |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӑлавҫӑсен кимми. Архиври сӑн Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнче ӗнер, чӳкӗн 10-мӗшӗнче, икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ИӖМ тытӑмӗ пӗлтерет. Пӑтӑрмах пирки пулӑҫсем хӑйсем юлташне пӗлтернӗ имӗш — хайхи кӗтмен ҫӗртрен вӗсен киммине шыв тулма тытӑннӑ. Тусӗ ку хыпара ҫӑлавҫӑсене ҫитернӗ хыҫҫӑн инкеке лекнӗ ҫынсем патне 12 минутран катер ҫитнӗ. Ҫӑлнӑ хыҫҫӑн пулӑҫсене сывлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ. | ||
| Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |