Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Паваркасси

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан, Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Паваркасси ялӗнче пурӑнакан Поликарп Фёдоров паян 95 ҫул тултарать. 2021 ҫулхи ҫулларанпа арҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать.

Поликарп Фёдорович мӑшӑрӗпе Серафима Васильевнӑпа (хӗрарӑм 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ) виҫӗ ывӑл ӳстернӗ. Паян мучие 5 мӑнукӗ тата мӑнукӗн 7 ачи савӑнтараҫҫӗ.

Наталия Митрофанова социаллӑ ӗҫчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Фёдоровсем ывӑлӗсене ырӑ ҫын пулма вӗрентнӗ. Кинӗсем те ҫавӑн пек. Ватӑ ҫын патне ачисем кашни кунах пырса ҫӳреҫҫӗ. Ывӑлӗсенчен пӗри ватӑ ашшӗне пӑхма тесе нумаях пулмасть ӗҫӗнчен пӑрахнӑ.

«Поликарп Фёдорович унччен мана кашни кӗҫнерникунсерен кукӑль пӗҫерсе кӗтсе илетчӗ», — каласа кӑтартать социаллӑ ӗҫчен. Халӗ арҫын сусӑр кӳмипе ҫӳрет те кил тӗрӗшӗнчи ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Апла пулин те вӑл пурнӑҫа юратать, пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ, мӑшӑрӗпе 65 ҫул тату та килӗшӳллӗ пурӑннине, унпа пӗрмаях чӑваш театрне спектакльсем курма, ҫулла вара Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кайнине хавасланса аса илет.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи ферма территорийӗ ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

Ферма ҫывӑхӗнчи уй ирхи 9 сехет ҫурӑра ҫунма пуҫланӑ.

«Тен, хуралтӑ таврашӗсем те сиенленнӗ. Унта вӑйлах ҫунать», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫата.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/89153
 

Персона

Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ Тӑван ҫӗршыв геройӗсен кунне халалласа Социализмла ӗҫ геройне тата Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне саламланӑ.

Учреждени директорӗ Ренада Фёдорова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ҫип арлаканта ӗҫленӗ Таисия Афанасьевӑна (вӑл Социализмла ӗҫ геройӗ, Чӑваш Енӗн промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынн. Хӗрарӑм ҫав районти Паваркассинче ҫуралнӑ) тата Шупашкарти машина тӑвакан заводра токарьте ӗҫленӗ, Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне Александр Виноградова килӗсене ҫитсе саламланӑ, парнепе хавхалантарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче пурӑнакан Александр Андреев пыл сутать. Ку хыпара эпир ӑна рекламӑлас тӗллевпе ҫырас темен-ха.

Александр Андреевич пыл сутма Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑка тухса ларни пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Андреев — вӑрҫӑ ветеранӗ. Вӑл 95 ҫулта. «Вӑрҫӑ ветеранӗнчен пыл туянӑр», — чӗнсе ҫырнӑ журналист.

 

Культура

Илем тӗнчене ҫӑлать теме юратаҫҫӗ вырӑссем. Чӑвашсен ун пек каларӑш ҫук та, анчах хӳхӗм хӗрсене вӗсем те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче, ав, нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ пики — 2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта 5 ял тӑрӑхӗнчи пике хутшӑннӑ, Чурачӑкри Мария Степанова, Чиричкассинчи Зоя Михайлова, Тавӑшкассинчи Ирина Апполонова, Апаккассинчи Диана Попова, Паваркассинчи Ксения Емельянова.

Конкурса хутшӑнакан пикесене чи малтанах Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Сергей Артамоновӑн ячӗпе вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ валли ятарлӑ парне хатӗрленине пӗлтернӗ.

Хӗрсен пултарулӑхне хаклама тӳре пулса маларах асӑннӑ Алла Волчкована, Чӑваш наци конгрессӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫине Алефтина Дмитриевана, районти Культура уҫрчӗн (ку вӑл — ӗлӗкхилле каласан. Халӗ ӑна урӑхларах ят пачӗҫ-ха) пуҫлӑхне Светлана Смирнована, вырӑнти халӑх театрӗн режиссерне Сергей Кувшинова шаннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/
 

Республикӑра

Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.

Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 17

1910
114
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
99
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
69
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
63
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
50
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ