Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чипер Ҫӗрпӳ пикине суйланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.11.2014 16:55 | 1899 хут пӑхнӑ
Культура

Илем тӗнчене ҫӑлать теме юратаҫҫӗ вырӑссем. Чӑвашсен ун пек каларӑш ҫук та, анчах хӳхӗм хӗрсене вӗсем те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче, ав, нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ пики — 2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта 5 ял тӑрӑхӗнчи пике хутшӑннӑ, Чурачӑкри Мария Степанова, Чиричкассинчи Зоя Михайлова, Тавӑшкассинчи Ирина Апполонова, Апаккассинчи Диана Попова, Паваркассинчи Ксения Емельянова.

Конкурса хутшӑнакан пикесене чи малтанах Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Сергей Артамоновӑн ячӗпе вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ валли ятарлӑ парне хатӗрленине пӗлтернӗ.

Хӗрсен пултарулӑхне хаклама тӳре пулса маларах асӑннӑ Алла Волчкована, Чӑваш наци конгрессӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫине Алефтина Дмитриевана, районти Культура уҫрчӗн (ку вӑл — ӗлӗкхилле каласан. Халӗ ӑна урӑхларах ят пачӗҫ-ха) пуҫлӑхне Светлана Смирнована, вырӑнти халӑх театрӗн режиссерне Сергей Кувшинова шаннӑ.

«Ҫӗрпӳ пики–2014» ята Зоя Михайлова тивӗҫнӗ. «Вице-Ҫӗрпӳ пики–2014» — Ирина Апполонова, «Хӳхӗм пике» — Мария Степанова, «Ҫепӗҫ пике» — Ксения Емельянова, «Ӑс пике» — Диана Попова.

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Зоя Михайлован республикӑри конкурса каймалла.

#Паваркасси, #Апаккасси, #Чиричкасси, #Чурачӑк, #Чӑваш пики, #ЧНК, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Тавӑшкасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем