Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать.
Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать.