Культура
![]() Республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премийӗ енӗпе ӗҫлекен комиссин черетсӗр ларӑвне ирттернӗ. Ларӑва васкавлӑ йӗркелени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, литературӑпа ӳнер енӗпе паракан премие Константин Иванов ячӗпе хисеплентермелли пирки сӗнсе янӑ ҫыру хистенӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнса шӑрҫаланӑ иккен. Ларура епле пӗтӗмлетӳ патне пырса тухнине кӗске информацире уҫӑмлӑн каламан. Анчах ҫапла ӑнлантарни пур. Константин Иванов ячӗллӗ литературӑпа ӳнер премине 1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑн чухне ятлӑ тепӗр премие те пама йышӑннӑ: музыкӑпа театр ӳнерӗнчине — Федор Павлов ячӗпе, сӑнарлӑ ӳнерпе архитектурӑрине – Петр Егоров ячӗпе, ӑслӑлӑхрине — Никита Бичурин ячӗпе. Ятлӑ премисене тепӗр пӗр-ик ҫултанах пама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗнче ӗнер ют ҫӗршыв студенчӗн кунне ирттернӗ. Ӑна аякран килнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа аваллӑх управҫин курав залӗсемпе тата куравӗсемпе паллаштарас тесе йӗркеленӗ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав шутра чӑваш тумӗпе тата хулана пуҫарса янисен йӑли-йӗркипе паллаштарассине те кӗртнӗ. Театрализациленӗ экскурсие истори реконструкцийӗн «Вырӑс егерӗ» йӗркеленӗ. Ют ҫӗршыв студенчӗсем валли мӗнпур мероприятие тӳлевсӗр ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗне выльӑх тытакансене пулӑшма кӑҫал йышӑннӑ йӗрке килес ҫул та вӑйра пулмалла. Кун пирки Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Илья Шестаков пӗлтернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗсен департаменчӗ кирлӗ сӗнӳсене РФ Ял хуҫалӑх министерствине янӑ. Пӗрремӗш тата чи пысӑк сортлӑ сӗте субсидилеме кӑҫал ҫӗршыв хыснинчен пурӗ 9,5 миллиард етнкӗ укҫа уйӑрнӑ. Выльӑх апачӗ хакланнине кура каярах ку тупрана тепӗр 3,2 миллиард тенкӗлӗх хушса панӑ. Ҫапах та пирӗн ҫӗршывра сӗт ҫитмест иккен. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 миллион тонна чухлӗ сахал, сӗт туса илекенсен шучӗпе вара — 15 миллион тонна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ишӗлекен, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫуртсене май килнӗ таран куҫарса пыраҫҫӗ-ха. Ҫапах та ку ыйту вӗҫне тухса пӗтейменнине ун йышшисенче пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен фонд нумаях пулмасть ишӗлекен хӑш ҫурта хӑҫантарах юсамалли плана ҫирӗплетнӗ. Миҫе ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫарассине те кӑтартнӑ. Ку списокра ишӗлекеннисен шутне пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кӗртнисене шута илнӗ. Списокпа тӗплӗнрех паллашас тесен http://gov.cap.ru/info.aspx?id=2660381 каҫӑпа каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хули монохула тесе федераци хыснинчен укҫа илме ӗмӗтленет. Монохуласенче, аса илтеретпӗр, вӑй питтисенчен чылайӑшӗ пӗр е шутлӑ темиҫе предприятире тӑрӑшать. Тепӗр майлӑ каласан, хыснана укҫа самай кӳрекен предприяти ун йышшисенче пӗр алӑри пӳрнепе шутласа кӑлармалӑх кӑна. Монохуласене федераци хыснинчен укҫа уйӑркалса пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ҫавӑн пек шанӑҫпа Канаш хули пурӑнать. Кирлӗ хутсене Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерствине тӑратнӑ ӗнтӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара асӑннӑ ведомствӑн Ятарлӑ экономика зонисен, регионсемпе монохуласен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен департаменчӗ канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Канашлура эпир маларах асӑннӑ хулан комплекслӑ инвестици планне пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапла ӑнлантарнӑ Шалти ӗҫсен министрествин ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсене Шупашкарти аэропортра тытса чарнӑ 28 ҫулти арҫын. Ӑна йӗрке хуралҫисем ирхи 4 сехет те 10 минутра асӑрханӑ. Вӑл вышка патӗнче пулнӑ иккен. Пӑхсан арҫын ӑс-тӑн енчен йӗркеллех мар пек туйӑннӑ. Аэропорта мӗн тӗллевпе кӗнин тӗрӗс сӑлтавне палӑртас тесен ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсем арҫынна ШӖМӗн Транспорт ҫинчи йӗркене тытса тӑракан лини пайне пӗлтернӗ. Ирӗк илмесӗр аэропорта кӗнӗшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Вӗсене Олимп парӑннӑ!» квест-вӑйӑ ирттересси пирки пӗлтерет. Квест тенине акӑлчанран куҫарсан шырав тенине пӗлтерет. Вулавӑшра ӗҫлекенсем ача-пӑчана ҫамрӑк ӑрӑва Олимп спортсменӗсемпе тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарас тӗллев лартнӑ иккен. Вӑййа хутшӑнма 138 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем. Квест-вӑййа ирттерме 28 вулавӑш пулӑшма кӑмӑл тунӑ. Ыйтусене www.chuvrdub.ru адреспа тупма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнче ача-пӑча эстрада юррисен «Асамлӑ сасӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен унта апла конкурс йӗркелемен. Тепӗр майлӑ каласан, кӑҫалхи пӗрремӗш хут пулнӑ. Фестивале пуҫаракансем (ӑна вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ музыка учителӗсен районти методисчӗсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле йӗркеленӗ) пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне наци культурине палӑртассине те асӑннӑ. Фестивале 60 ытла ача хутшӑннӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хӗвел тухсан Хӗветӗр, эсир ӑна пӗлетӗр, хӗвне ҫӑкӑр чикрӗ те тухрӗ-кайрӗ вӑрмана хӑрӑк турат пуҫтарма». Ҫак йӗркесене ас туман ҫын пур-ши? Унӑн авторӗ кам иккенне те пурте пӗлеҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Ҫапла, вӑл — Михаил Федоров. Вилӗмсӗр «Арҫури» баллада авторӗ. Тепӗр тесен, хальхи вӑхӑтра ку хайлав жанрне епле каланине пӗлместӗп. Эпир аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне баллада мар тенине те астӑватӑп. Паллӑ этнограф тата педагог ҫуралнӑранпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 165 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Михаил Федоровӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Арҫури» авторӗ унти Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Михаил Фёдоровӑн ҫуралнӑ кунӗнче Ҫичӗпӳрт ялӗнчи культура ҫуртӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта Мари Эл республикинчи (Михаил Федоров мари халӑхӗшӗн те сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ) «Ушанлык» халӑх фольклор ансамблӗ те килсе ҫитнӗ. Унти хӑнасем «Арҫури» авторӗн тӑван ялне ҫитсе асӑну хӑми патне (ӑна Михаил Федоров ҫуралнӑ кил тӗлне хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ) чӗрӗ чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫуркуннепе кӗркунне мӗн чухлӗ йывӑҫ лартнине шута илсен пирӗн тӑрӑхри ял-хуласем тахҫанах вӑрмана ҫаврӑнмалла пек. Анчах лартнипе кӑна ҫырлахмалла мар-ҫке, пӑхмалла та мар. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче йывӑҫ-тӗмсене йӗркеллӗ хӗл каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Юр хӳсе лартиччен унта ҫамрӑк хунавсене ятарлӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Чӑрӑшсемпе туясене вӗсем юр ватса пӗтересрен пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |